Михаил Игнатьев Асăнупа хурлану кунĕнче палăк умне чечексем хунă

Яланхилле хĕвел шевлиллĕ килнĕ ир çав кун хура пĕлĕтсемпе хупланнă: хĕреслĕ самолетсем пирĕн çĕршыв çине бомбăсем тăкма, йывăр танксем чикĕ урлă каçса ял-хулана çунтарма-ишме тытăннă, нимĕç фашисчĕсем вилĕм сапса Мускав еннелле талпăннă - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Европăна фашизм хăрушлăхĕ хăратса тăнă çулсенче Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ те ыттисемпе пĕрле пĕр çын пек пулса хăрушă тăшмана хирĕç кар тухнă. Тăватă çула яхăн пынă вăрçăра совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатрĕ, рейхстаг çийĕн Çĕнтерӳ ялавне вĕлкĕштерчĕ. Вăл пирĕншĕн калама çук хакла ларчĕ, фронта тухса кайнă ентешсенчен кашни иккĕмĕшĕ киле сыввăн таврăнайман. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче - Асăнупа хурлану кунĕнче - Ас тăвăм мероприятийĕнче Шупашкарти «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев  чĕрĕ чечексем хунă. Пухăннисем - вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата хула Пухăвĕн депутачĕсем, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, çамрăксем - тĕнчене фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă паттăрсене сума суса, пĕр самантлăх шăп тăрса вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене пуç тайнă. Тĕплĕнрех



22 июня 2015
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter