Республика кунне халалласа Шупашкарта «Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXIII-мĕш фестивалĕ уçăлнă
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Республика кунне халалласа «Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXIII-мĕш фестиваль пуçланнă. Савăнăçлă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе хутшăннă. Асăннă мероприятине çакăн пекех Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев уява пухăннисене Республика кунĕ ячĕпе саламланă, тăван çĕре, тăван тавралăха юратса ырми-канми ĕçленĕшĕн чĕререн тав тунă. Республика кунне уявланă май, пирĕн регионта «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалне йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. «Раççей регионсемпе вăйлă. Кашни регион хăйне евĕр йăла-йĕркепе, культурăпа пуян. Кашни çулах пирĕн тăрăха уява килнĕшĕн тав тăватăп. Халăх хăйĕн ытарайми юрри-ташшине куракансене парнелет», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Асăннă мероприяти Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче иртет. Кунта РФ 16 регионĕнчен 19 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнма кăмăл тунă, вĕсенчен пĕри Беларуç Республикинчен. Тĕплĕнрех