«Регионсем: экономика ӳсӗмӗн ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсем» Шупашкарти экономика VIII форумӗн ларăвĕн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă

 «Регионсем: экономика ӳсӗмӗн ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсем» Шупашкарти экономика VIII форумӗн ларăвĕн ĕçне паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă.  Палăртнă мероприятие  пин çынна яхӑн пухăннă. Федераципе регионсенчи власть тытăмĕн представителĕсем, бизнесменсем, общество де­яте­лĕсем, ҫавӑн пекех Турцирен, Японирен, Италирен, Великобританирен, Израилрен тата ытти ют çĕршывран хăнасем килсе çитнĕ. Михаил Игнатьев форум ĕçне хутшăннисене тав тунă, хăйсен бизнесне çĕнĕ ӳсĕм кӳме вăй хуракансене, çĕнĕрен те çĕнĕ ӳсĕм çулĕсене шыракансене ырӑ сӑмахсемпе палӑртнӑ. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелени – çынсем форум ĕçĕпе ытларах та ытларах кăсăкланнипе çыхăннă. «Пирĕншĕн чи кирли – Чăваш Ен уçă регион пулни ҫинчен пурне те пӗлтересси. Тата çавăн пекех  пирӗн инвестици тӗлӗшӗнчи атала­нӑва лайӑх хак панине те». Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин та çирĕплетсе каланă», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче. Вăл çакăн пекех экономика пайĕнче çирĕп кадрсем пулнине асăннă. «Пирĕн республикăра питĕ лайăх специалистсем пур, аслă пĕлӳ илмелли вĕренӳ заведенийĕсем те Раççей шайĕнче ырă енĕпе палăрса тăраççĕ, халăх питĕ ĕçчен. Çаксем пĕтĕмпех бизнеса аталанса пыма витĕм кӳреççĕ»,- тенĕ Михаил Игнатьев.  Регионти предприятисем пысăк пахалăхлă таварсем калăплассипе тимлеççĕ. Республикăра вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас ĕç те кирлĕ пек пурнăçланса пырать. Форум ĕçĕнче пухăннисем ыйту-хурав мелĕпе экономика ыйтăвĕсем тавра калаçу ирттернĕ. Раççей экономикине ытларах аталантарма витĕм кӳрекен пайсем: çĕнĕлле производствăсене хута яни, патшалăх пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстерни, бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курни, предпринимательсене пулăшу  пани, бизнесра ĕçлекенсен налук пайне пĕчĕклетни пулнине çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче сӑмах илнӗ май Чăваш Ен инвесторсемпе яланах калаçма хатĕр пулнине палăртнă. Яваплăха туйса ĕçлекен предпринимательсене патшалăх пулăшăвӗпе тивĕçтерме те кăмăллă. Пирĕн региона килес текен предпринимательсене хапăл тусах кĕтсе илме ха­тĕр пулнине асăннă Михаил Игнатьев. «Кредит гарантийӗсен агентстви»  «Банк тулашӗнчи депозит-кредит организацийӗ» АО Правленийĕн председателĕ Галина Изотова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики юлашки пилĕк çулта пысăк çитĕнӳсемпе палăрнине асӑннă.   Экономика лайăх аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Форум ĕçĕнче Чăваш Республикине унӑн кредит рейтингне çирĕплетекен официаллă свидетельство парса чысланă. RAEX Пĕтĕм тĕнчери ушкăнăн правлени председателĕ  Дмитрий Гришанков Рейтинг агенстви тӑтӑшах иккĕмĕш çул Чăваш Республики çак хисепе тивӗҫнине каланă. «Рейтинг кăтартăвĕнче Чăваш Республики питĕ ăнăçлă регион шутланать. Кредит тавăрса парассин шайĕ пысăк пулни паха. Республика хыснипе пĕлсе усă курни те çакнах çирĕплетет. Демографи лару-тăрăвĕ куçкĕретех ырă енне улшăнса пыни пурне те савăнтарать», - тенĕ сумлă хăна.   Юлашкинчен килĕшсе ĕçлесси пирки ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Кредит гарантийӗсен агентстви»  «Банк тулашӗнчи депозит-кредит организа­цийӗ» АО Правленийĕн председателĕпе Галина Изотовăпа  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Килĕшĕве алă пуснă. Унсăр пуçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Вырăс тата турци предпринимателĕсен ассоциацийӗ хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне, Чăваш Республикипе Беларуç Республики хушшинче çыхăнăва аталантарас енӗпе тунӑ килĕшĕве те алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех 

 



23 июня 2015
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter