Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк: «Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăн чăннипех те ĕçлеме пĕлет, хисепе те тивĕç. Вӗсем хӑйсем ҫуралнӑ тăрăха, тӑван республикине чунтан юратни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Эпир пĕрле нумай тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑра­тăп»

 

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи наукӑпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен ĕç ушкӑнӗн IX-мĕш ларăвне ирттернĕ. Унӑн ӗҫне Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк, Беларуç Республикин Раҫҫей Федерацийӗнчи посольствин Хусанти уйрӑмӗн ертӳçи Александр Кулинкович, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, икĕ республикăри влаҫ органӗсен тата бизнес-пĕрлешӗвӗсен представителӗсем хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăçал ака уйăхĕнче Чӑваш Ен делегацийӗ Беларуç Республикинче офи­циаллă визитпа пулнине аса илнĕ, икĕ республика хушшинче çирĕп çыхăну йӗркеленнине палӑртнă. Малашне те çак çыхăнăва кирлӗ шайра тытса пымаллине, предприятисем валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе памаллине асӑннӑ. «Чăваш Ен – уçă регион. Эпир хамӑрпа тӳрӗ кӑмӑлтан ҫыхӑнса ӗҫлес текен бизнесменсене яланах пулӑшма тӑрӑшатпӑр», – тесе уйрăммăн палăртнӑ вӑл. Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк та хăйĕн сăмахĕнче вĕсем патне Чăваш Енрен килекен предпринимательсене яланах пулăшу кӳме хатĕр пулнине каланă. Чăваш Ен Беларуç Республикинчен таварсем турттаракан машинăсем, ял хуçалăхĕнче усă куракан техника туянать. Лару ĕçĕнче Чăваш Республикинчи тата Беларуç Республикинчи промышленноç предприятийӗсем хушшинчи производство кооперацине тачӑрах аталантарасси пирки калаçса килĕшнĕ. Икĕ республика ял хуçалăх енӗпе тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех. Калаçу вăхăтĕнче техника ыйтăвĕсене çеç мар, наука пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сӳтсе явнă. Ку енĕпе пĕр-пĕрин хушшинче килĕштерсе ĕçлемелли майсем сахал мар пулнине палăртнă хăнасем. «Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăн чăннипех те ĕçлеме пĕлет, хисепе те тивĕç. Вӗсем хӑйсем ҫуралнӑ тăрăха, тӑван республикине чунтан юратни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Эпир пĕрле нумай тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑра­тăп», – тесе пӗлтернӗ хăй шухăшне Беларуç Республикин промышленноç ми­нистрĕ Виталий Вовк. Тĕплĕнрех

 



23 июня 2015
20:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter