Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Паян Чӑваш Ен – Раҫҫей Федерацийӗн инновациллӗ экономикӑпа тата обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗплӗхӗпе палӑрса тӑракан, промышленноҫ, строительство, ял хуҫалӑхӗ тата ытти отрасль кал-кал аталанакан, инвестици енчен илӗртӳллӗ шутланакан ку чухнехи регионӗ. 

Юлашки ҫулсенче республика палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. Ҫакӑ вӑл кунта пурӑнакан кашни ҫыннӑн ӗҫ кӑтартӑвӗ. Хӑватлӑ электротех­ника кластерне туса хунӑ, тӗнчери рынокра ӑнӑҫлӑ тупӑшакан хальхи вӑ­хӑтри ин­новациллӗ предприятисемпе производствӑсем йӗркелесе хута янӑ.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫӗн калӑпӑшӗ ӳсет. Хальхи йышши стро­ительство материалӗсем – пиччӗн кирпӗч тата клинкер плитки – туса кӑларакан пысӑк заводсем ҫӗклесе лартнӑ.

Агропромышленноҫ комплексӗнче тӗп капитала хывнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 2014 ҫулта республикипе пӗтӗмпе 2,4 хут ӳсрӗ тата 2,5 яхӑн миллиард тенкӗпе танлашрӗ. Тухӑҫлӑ ӗҫлекен ял хуҫалӑх организацийӗсен, фермер хуҫалӑхӗсемпе килти хушма хуҫалӑхсен йышӗ пысӑкланчӗ.

Ялти пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ – ҫулсем хыватпӑр, пурӑнмалли ҫурт-йӗр, фельдшерпа акушер пункчӗсем, спорт комплексӗсем тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсем ҫӗклетпӗр, халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртетпӗр.

Республика Правительстви предпринимательлӗх ӗҫӗнчи хастарлӑха пулӑшса пыма тӗллев лартать. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 42 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашакан 50 ытла инвестици проектне ӗҫе кӗртме  палӑртнӑ, вӗсем часах пур­нӑҫланма тытӑнаҫҫӗ.

Сывлӑха сыхлас ӗҫпе вӗренӳ тытӑмӗсем, социаллӑ сфера йӗркел­лӗ аталанаҫҫӗ. Чӑваш Ен Правительстви хӑй ҫине илнӗ социаллӑ тивӗҫ­сене чыслӑн пурнӑҫласа пырать. Халӑх хуҫалӑхӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗ тата 10 пин ҫын кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса «Ӗҫ ветеранӗ» ята тата хӑйсемшӗн палӑртнӑ ҫӑмӑллӑхсене тивӗ­ҫет. Республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын социаллӑ пулӑшу ме­лӗсемпе усӑ курать. Нумай ачаллӑ ҫемьесене пу­лӑшасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр, вӗсен шучӗ юлашки 5 ҫулта 25 процента яхӑн ӳсрӗ.

Пӗлтӗр пирӗн республикӑра ҫӗршывӑн общество пурнӑҫӗнче пысӑк пулӑм пек палӑрса юлнӑ Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» спорт форумӗ иртрӗ. Савӑнӑҫлӑ та ырӑ сунӑмлӑ лару-тӑру, Чӑваш Енре пурӑнакансен чунтан тухакан ӑшӑ йӑл кулли тата вӗсен ҫиҫекен куҫӗсем пурне те тыткӑна илчӗҫ. Форума хутшӑннисемпе унӑн хӑнисен асӗнче ҫав ҫутӑ спорт уявӗ яланлӑхах ӑшӑ аса илӳсемпе упранса юлӗ.  

Малта пирӗн тумалли чылай-ха, кӑткӑс тӗллевсене татса пама тивет. Анчах та пӗрлехи вӑйпа кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнме пулнине эпир сирӗнпе пӗр хутчен кӑна мар ҫирӗплетсе патӑмӑр ӗнтӗ. «Этем тени ĕçпе паха», – тесе каланӑ ваттисем. Тӑван кӗтес шӑпишӗн чӑннипех пӑ­шӑрханакан, ӑна илемлӗрех те пуянрах тӑвас тесе ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлекен кашни ҫыннах чунтан тав тӑватӑп. 

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, мӗнпур лайӑххине, тӑнӑҫлӑх та­та юрату сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                                                М.Игнатьев

 



23 июня 2015
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter