Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕпе Виталий Вовкпа тĕл пулнă

 

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕпе Виталий Вовкпа тĕл пулнă. Сумлă хăна Чăваш Республикине официаллă визитпа килсе çитнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта пысӑк технологиллӗ тата наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ машиностроени отраслӗсене – приборсем туса хатӗрлессипе электротехника промышленноҫне – аталан­тарасси ҫине ытларах тимлĕх уйăрнине асăннă. Электротехника кластерне кӗрекен предприятисем Беларуç Республикинчи компанисемпе хастарлӑн  ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.Калаçу вăхăтĕнче икĕ республика хушшинчи çыхăнăва анлăрах сарассипе ҫыхӑннӑ  актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



23 июня 2015
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter