Шупашкар хулин тĕп пайĕнче çутçанталăк газĕпе тивĕçтерекен газ пăрăхĕсене хута янă

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти ТЭЦ-1 пуçласа 4-мĕш микрорайонăн тĕп пайне ҫитиччен çутçанталăк газӗ килсе тӑма пуҫланипе ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ пулăма хутшăннă. Унта ҫавӑн пекех Чă­ваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Шупашкар хула администрацийĕн пуç­лăхĕ Алексей Ладыков пулнă. Михаил Игнатьев çутçанталăк газӗпе усӑ курни халăхăн кăмăл-туйăмне хăпартнине, ҫынсем валли лайăх условисем туса панине асăннă. Ку кӑна та мар, çак тăрăха çутçанталăк ырлăхне илсе çитерни предприни­матель­семшĕн те питĕ вырăнлă. Республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕ тата та ӳсет. Газификаци ĕçĕсем «Газпром» АУО укçи-тенкипе пурнăçланаççĕ. «Асӑннӑ компани газпа тивĕçтерес тĕл­левпе ятарласа инвестици программине йышăннă. Ӑна пула Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкар районĕнче сахал мар объектсене газ кĕрт­нĕ. «Газпром» акционерсен уҫӑ обществи «Раççейри регионсене газпа тивĕçтересси» прог­раммăпа килĕшӳллĕн юлашки тăхăр çул хушшинче Чăваш Республикине пурĕ 1,3 миллиард тенке яхӑн укçа-тенкĕ хывнă», - палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Вăл «Газпром» компание Чăваш Республикине аталанма пысăк витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тунă. «Газпром» программипе Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем нумай хута янă. Шупашкарти Пăр керменне хăпартса лартма та 250 млн. тенкĕ парса пулăшнă. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО гене­ральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов газ кĕртмелли проекта пурнăçа кĕртме çăмăлах мар пулнине асăннă. Ку тăрăхра çĕр айĕнчи коммуникаци ĕçĕ­сене сахал мар пурнӑҫлама тивнӗ. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен пулӑ­шӑвне пула ĕç хучĕсене вăхăтра тирпейлесе çитерме май килнине асăннă. Ҫӗнӗ газопровод республикӑн тӗп хулине малалла аталанма пысăк пулăшу кӳрессине палăртнă Кияметдин Мифтахутдинов. Çут­çан­талăк ырлăхĕпе нумай хваттерлĕ 97 çуртра пурӑнакан 50000 яхӑн çын, унсăр пуçне социаллă пĕлтерĕшлĕ 15 объект усӑ курма тытӑнӗ. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарта та Промышленноç урамĕнчи газ пăрăхĕсене тăсма палăртса хунă. Атăл леш енче газ кӗртес ĕçсене пурнăçлама проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлеме тĕллев лартнă. Çак ĕçсене пур­нăçласан, асӑннӑ территорин экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ тата та ӳсĕ.Тĕплĕнрех

 



23 июня 2015
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter