Шупашкарта Ибис отель уçăлнă

 

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта паллă AccorHotels сечĕн Ibis отелӗ уçăлнă. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Раççейре тата ытти çĕршывсенче  AccorHotels сетьне аталантарас енӗпе ӗҫлекен директор çумĕ Алексис Фейя  Чăваш Енре асӑннӑ отель çакăн йышши пĕрремĕш объект пулнине каланă. Пурĕ Раççейĕпе илес пулсан вĕсен шучӗ 27, тĕнчипе вара 3800 хăна çурчĕ шутланать.  Çак хӑна ҫуртне кĕске вăхăт хушшинче ҫӗклесе лартнине каланă. «Пирĕн пурнӑҫра кун пек объекта хăвăр çĕклесе лартасси нихăçан та пулман. Çитменнине тата çав тери илемлĕ, илĕртӳллĕ», - тесе каланă Алексис Фейя. Михаил Игнатьев инвесторсене тав тунă. «Пысăк калăпăшлă проектсене пурнăçа кĕртме хăраман предпринимательсем чăннипех те хисепе тивĕç. Чăваш Енре бизнеса аталанма пулӑшакан мӗнпур условие йĕркеленĕ. Ку объект халăха ырлăх  кӳрессе шанатпăр,», - тесе палăртнă сумлă хăна. Савӑнӑҫлӑ пулăма хутшӑннă хăнасем хăна çурчĕпе тĕплĕн паллашнă, пӳлĕмсене пăхса çаврăннă. Кунта канма килекенсем валли тĕрлĕ услови пур. Пурĕ 110 кану пӳлĕмĕ. Хăнасене апатланмалли ятарлă вырăн, ĕçлĕ канашлусем ирттерме те кунта пĕтĕмпех меллĕ. Хăна çурчĕ Шупашкарăн тĕп пайĕнче вырнаçнă. Çак объекта уçнă çĕре хăнасем Турцирен те хутшӑннӑ, вĕсем хăй вăхăтĕнче строительство ĕçне пурнăçланă. Михаил Игнатьев вĕсемпе малашлăхра ĕçлесси пирки калаçса килĕшнĕ. Серкан Картал ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре предпринимательлĕхе аталантарма питĕ лайăх пулнине палăртнă. Тĕплĕнрех

 



23 июня 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter