Шупашкарта нумай функциллĕ центр строительство ĕçне пуçланă

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Республика кунне халалласа патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме май паракан нумай функциллĕ центр строительство ĕçне Калинин районĕнче пуçланă.  Мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕ – статс-ҫыруҫи Олег Фомичев, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Объектăн пӗрремӗш чулне хунӑ.  Çакăн йышши нумай функциллĕ центрсем халăха патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме питĕ меллĕ пулнине каланă пухăннисем. Чăваш Енре пурăнакансемшĕн уйрăмах çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ объект. «Пур çын та патшалăх пулăшĕвне илме НФЦ каять. Кунта вĕсене пысăк квалификациллĕ специалистсем куллен кирлĕ пек пулăшусемпе вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Малашне тата та  çынсене черетре вăрах вăхăт тытассин ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама пулать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. РФ экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕ Олег Фомичев хăйĕн сăмахĕнче çак объектăн строительство ĕçне вăхăтра пурнăçлама сĕннĕ. "Енчен те вăл çийĕнчех хута кайсан, халăх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин ыйтăвĕпе  кăмăллă юлĕ", - тенĕ хăна. Паян республикăра çакăн йышши центрсем – 27. НФЦ строительство ĕçне «Булат» ТМЯО генеральнăй подрядчик пурнăçлать, объекта  çĕклесе лартма 63,8 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Тĕплĕнрех



24 июня 2015
12:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter