«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чӑваш Енри уйрăмĕнчен Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышӑнма кандидата тăратнӑ

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн XXII-мĕш конференцийĕн ĕçне хутшăннă. Конференцие 115 делегат хутшăннă, унсăр пуçне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем: Алена Аршинова тата Руслан Тихонов, министерствăсен ертӳçисем, районсемпе хула адми­нистрацийĕсен пуçлăхĕсем, социаллă тытăмра, бизнесра вăй хуракансем пӗтӗмпе 1000 яхăн ытла çын пуçтарăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явма ты­тăниччен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, рес­пуб­ликӑра суйлав авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртессине каланă. Парти уставне тĕпе хурса, Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноҫне йышӑнма кандидата тăратма йышăну тумаллине пӗлтернӗ. Владимир Путин июнĕн 9-мĕшĕнче Михаил Игнатьев отставкине йышăнни, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама уйăрса лартни ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Ҫакӑ Михаил Васильевича Владимир Владимирович шаннине çирĕплетсе панине асăннă. Раççей Президенчĕ Михаил Игнатьевăн ĕçне ырлать, ӑна республика Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма шанать. Указ вара, шăпах çакна çирĕплетет», - тенĕ Николай Малов. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кама-тӑр кандидата тăратиччен малтан партин шалти вăрттăн сасăлавне ирттерсе çитес суйлавра хутшăнма ирĕк парас ĕçе йĕркеленĕ пĕртен-пĕр политика партийӗ. Ку хутĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕнчен сакăр çын хăйсен кандидатурисене тăратнă пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кандидатуришĕн  Па­тăрье­лĕнче 200 çынран 194 çын сасăланă, ку вӑл процентпа палӑртас пулсан 97 %, Канашра – 200 çынран 184-шĕ (92 процент),  Çĕрпӳре –197 çынран 185-шĕ (93,9 процент), Етĕрнере 198 çынран 181-шĕ (91,4 процент), Шупашкар хулинче 289 çынран 271-шĕ (93,77 процент). Вăрттăн сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышӑнма кандидата тăратма  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн XXII-мĕш кон­ферен­цийĕнче вăрттăн сасăланă. Михаил Игнатьевшăн 115 делегатран 114-шĕ са­сăланă. Михаил Игнатьев хăйне шаннишĕн пурне те тав тунă. Вăл тăван ен ырлă­хĕшĕн яланах явап­лăха туйса, саккуна пăхăнса, таса чунпа ĕçленине пӗлтернӗ. Рес­публикăра федераци программисем ăнăçлăн пурнăçланнине, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарăвĕпе халăхăн ырлăхĕшĕн нумай ĕç тунине асӑннă. «Малашлăхра пирĕн ĕçлемеллисем тата та пур. Суйлав умĕн уйрăмах пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле. Республикăн аталанăвне лайăх шайра упраса хăварассишĕн вăя шеллемесĕр, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшмалла. Регионта тăнăçлăх хуçаланни кунта пурă­накансен кăмăл-туйăмне хавхалантарать», - тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



24 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter