«Раççей çăлкуçăсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXIII-мĕш фестивалĕ Шупашкарта вĕçленнĕ

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарта иртнӗ пӗтӗм чăвашсен III «Акатуй» уявне хаваслă лару-тăрура хупнă çĕре хутшăннă. Мероприятие çакăн пекех вĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов,  Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Михаил Игнатьев уява пуçтарăннисене Республика кунĕпе саламланă. «Пирĕн мăн асаттемĕрсем пире тĕлĕнмелле пысăк йăла-йĕрке, культура парса хăварнă. Тĕрлĕ ăрусенчи ăстаçăсен юрри-ташшисем пурин кăмăлне те çĕклентерсе яраççĕ. Çак мĕнпур пуянлăха эпир асра тытса ламран лама куçарса, вĕсене хисеплеме вĕрентсе пыратпăр. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – культура шайне ӳстерсе, пуянлатса пырасси», - тесе каланă хăйĕн саламĕнче Михаил Игнатьев. Сăмах май вӑл пухăннисене экономикăри лару-тăрупа та паллаштарса хăварнă. «Эпир заводсем уçатпăр. Малашне те уçăпăр. Тӗрлӗ производство çĕнĕлле вăй илсе çĕкленсе пырать. Çамрăксем пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕсем тупаççĕ. Вĕсен ĕç укçин шайĕ те пысӑк.  Çамрăксем малашне те кирлĕ пек аталанса пыччӑр тесе эпир хамăрăн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлатпăр, яваплăха туйса тăрăшса вăй хуратпăр», - тесе пӗлтернӗ Михаил Игнатьев уява пухăннисем умĕнче. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та Чăваш Ен халăхне Республика кунĕпе саламланă. Чăваш Ен пуласлăхĕ кашни çынран килнине асăннă.  «Чăваш халăхĕ питĕ ĕçлеме юратать. Çавăнпа та республика малалла ăнтăлса çитĕнӳсем тӑвать. Регион нумай кăтартусемпе  малтисен ретĕнче тăни те çакнах çирĕплетет», - тесе каланă  сумлă хăна. Акă калăпăр, тĕслĕхрен Питĕрте иртнĕ Экономика форумĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикине инвестици ĕçне аталантаракан чи лайăх регион тесе палăртнă. Çак ĕçре кашнин тӳпи пысăк», - тенĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ. Чăваш Енри паллă ăстаçă Любовь Вазюкова качча каякан хĕрĕн пӗркенчӗкне тĕрлесе хисепе тивĕçнĕ. Уншăн ăна телевизор парса хавхалантарнă. Вӑл хатĕрленĕ ятарлă пӗркенчӗке чăваш тĕррин музейне парнеленĕ. Уяв хаваслă юрă-ташăпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



24 июня 2015
22:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter