Михаил Игнатьев «Кредит гарантийӗсен агентстви» «Банк тулашӗнчи депозит-кредит организацийӗ» АО Правленийĕн Председателĕпе Галина Изотовăпа тĕл пулнă
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Кредит гарантийӗсен агентстви» «Банк тулашӗнчи депозит-кредит организацийӗ» АО Правленийĕн Председателĕпе Галина Изотовăпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев «Регионсем: экономика ӳсӗмӗн ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсем» Шупашкарти экономика VIII форумӗн ларăвĕн ĕçне хутшăннăшăн хăнана тав тунă. Галина Изотова форума хутшăнни питĕ пӗлтерӗшлӗ пулнине, предпринимательсене çĕнĕлĕхсемпе паллашма май панине палăртнă. Çакнашкал ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче экономика ӳсĕмне вăйлатасси. Форумра «Кредит гарантийӗсен агентстви» «Банк тулашӗнчи депозит-кредит организацийӗ» АО Правленийĕн председателĕпе Галина Изотовăпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Килĕшӳ ҫине алă пуснă. Ĕç хутне алă пусса çирĕплетни – пĕрле хатĕрленĕ 9 проект ĕçне пурнăçа кĕртме май парĕ. «Регионти Гаранти фончĕ Чăваш Республикинче питĕ лайăх ĕçлет. Унӑн малашлӑхӗ лайӑх пуласси пирки те иккӗленмелли ҫук», - палӑртнӑ сумлă хăна. Чăваш Республикинче Гаранти фончĕ 2009 çулта йĕркеленнĕ. Унăн учредителĕ Чăваш Республикин экономика министерстви. «Малашне те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанатăп», - тесе каланă Михаил Игнатьев, тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май.Тĕплĕнрех