Шупашкарта пĕтĕм чăвашсен Культурăпа экономика форумĕ иртнĕ

 

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта пĕтĕм чăвашсен культурăпа экономика форумĕ иртнĕ. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă. Ку хутĕнче форума Чăваш Енрен, Пушкăртстанпа Тутарстан Республикисенчен, Самарăран, Саратовран, Беларуç Республикинчен тата ытти тăрăхран сумлă представительсем пуçтарăннă. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ хăнасене ăшшăн саламланă май, Михаил Игнатьев юлашки çулсенче Чăваш Республики чăвашлăха тытса пырассипе ытти регионсемпе  тачă çыхăнса ĕçленине каланă. Культурăпа экономикăна аталантарассипе те сахал мар ĕçсем пурнăçланине палăртнă. Çакăн пек мероприятисене йĕркелесе ирттерни чăваш халӑхӗн авалхи йăли-йĕркипе культурине, экономикине упраса тата вăйлатса пыма витĕм кӳнине асăннă. Раççей Фдерацийĕн 34 субъектĕнче  чăвашсен 80 пĕрлешĕвне, ют çĕршывсенче 16 пĕрлешĕвне шута илнĕ. Тĕплĕнрех 



24 июня 2015
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter