Шупашкарта чăваш тĕррин музейĕ уçăлнă

 Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш тĕррин музейĕ уçăлнă.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.    Михаил Игнатьев юлашки çулсенче наци культури патне çамрăксем ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине каланă. Çынсем те чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе  куллен  тăхăнса çӳреме пуçлани пурне те савăнтарать.  «Шăпах та, çак музея уçни питĕ вырăнлă. Халăх ыйтнипе ĕçе пурнăçа кĕртнĕ. Ĕлĕк авалхи тĕрĕллĕ кĕпе тумтире упраса хăварни, тĕрĕ вăрттăнлăхне халăх патне илсе çитерни питĕ паха. Ал ĕç ăстисен пултарулăхĕ пирки Чăваш Енре пурăнакансен пĕлмелле, вĕсене курмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тĕнче культуринче чăваш тĕррисем тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Малашлăхра çак музей Чăваш Республикине килекен хăнасемшĕн те, кунта пурăнакансемшĕн те чи кĕтнĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ курав пулĕ. Авалхи чăвашсен ырлăхĕ упранса халăх патне çитĕ. Раççей Федерацийĕн  тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Алексей Трофимов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствине, республика ертӳлĕхне ырласа çак ĕç вĕсен пархатарĕ пулнине каланă, вĕсем тăрăшнипе çак музей халăх валли йĕркеленнине асăннă.  Чăваш халăх ячĕпе республика ертӳлĕхне чĕререн тав тунă. «Чăваш Енри музей те тĕнче шайĕнчи культура объекчĕ пулса тăчĕ», - тенĕ вăл. Чăваш тĕрри куçа илĕртет, çав тери асамлă вăй пире парнелет. Михаил Игнатьев «Паха тĕрĕ» фабрикăн ĕçĕпе кăсăкланнă. Вĕсем кĕпесене хальхи пурнăç таппипе тӳр килсе ĕçлеççĕ, тĕррисем те куçа савăнтараççĕ.  Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан кĕпесене ытларах ăсталамалла, вĕсене халăх та куллен ыйтать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Музей Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Çитес çулта кĕмĕлтен кĕпе-тумтире илемлетессипе ятарлă пӳлĕм уçма палăртса хунă. Тĕплĕнрех



24 июня 2015
12:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter