Шупашкарти Пăр керменĕнче Чăваш Республикин патшалăх уявне - Республика кунне - халалланă «Регионсем - чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» регионсем хушшинчи XXII-мĕш курав уçӑлнă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче Чăваш Республикин патшалăх уявне - Республика кунне - халалланă «Регионсем - чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» регионсем хушшинчи XXII-мĕш курав уçӑлнă. Ҫав ятпа ирттернӗ мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшӑннă.  Курава пухăннисене Михаил Игнатьев Республика кунĕ ячĕпе саламланă, Пăр керменĕнче пĕрремĕш хут иртекен ҫак курав предпринимательсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Кунти экспозицисене производство предприятийĕсем, обществăсемпе ведомствăсем, хуçалăхсем, вĕренӳ заведенийĕсем тата ыт. те хатĕрленĕ.  «Сире çак ĕçе хутшăннăшăн чĕререн тав тăватăп, эсир куравра хăвăр валли çĕнĕлĕхсем тупасса шанатăп», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Пурнӑҫра хастарлӑхпа палӑрса тӑракан Александр Гониашвили,  Екатерина Борцова тата Мария Иванова студентсене Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса хавхалантарнă. Муркаш райо­нĕнчи пушар хуралĕн 37-мӗш пайне тата Пăрачкаври пушар хуралĕн 30-мĕш пайне пушар сӳнтермелли ятарлă автоцистерна парса чысланă. Кайран Михаил Игнатьев куравпа тĕплĕн паллашнă. Асăннă курав регионта çĕртме уйăхĕн 24-27 кунĕсенче иртет. Чăваш Енрен унта 200 яхăн предприяти хăйсен таварĕсене тăратнă. Унсăр пуçне унта Раҫҫей Феде­рацийӗн 17 субъекчĕн представителӗ хăйсен предприятийӗсемпе тата организацийӗсемпе паллаштаракан экспозицисемпе хутшӑннӑ. Тĕплĕнрех

 



25 июня 2015
12:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter