Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикинчи муниципалитетсем укҫа-тенке тытса пынин пахалӑхне мониторинг тӑвасси тата хак парасси ҫинчен калакан йышӑну проектне пăхса тухса ҫирӗп­летнӗ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чăваш Республикинче ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе пал­лаштарнă. Министр палӑртнă тăрăх, юлашки пилĕк çул хушшинче производствăра аманнисен шучĕ 1,3 хут сахалланнă. Вилекенсен шучĕ чакни те пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, пирĕн регионăн кăтартăвĕ лайăххисен шутĕнче. Çынсем ĕçре  асăрхануллă пулни куçкĕретех.  Ларăва  пухăннисем пĕр çынна пурăнма тивекен чи пĕчĕк укçа виçи пирки те сăмах пуçарнă. 2015 çулта I-мĕш кварталта ку виçе 8352 тенкĕпе танлашнă. Иртнӗ çулпа танлаштарсан та кăтарту самаях ӳснĕ. Чăваш Республикин Министрсен Каби­нечĕн членĕ­сем çĕрпе усӑ курассипе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Ял хуçа­лăхӗнче усӑ куракан уйрăм çĕр лаптăкĕсене промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну, радиопа телевидени тӗллевӗсем валли  уйӑрса пама палăртнă. Ку ыйтупа ытларах Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăр­мар, Çĕрпӳ районĕсен ĕçлеме тивĕ. Пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ мӗн­пур ыйтăва тимлĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем ҫирӗплетсе хăварнă.

 



25 июня 2015
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter