Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине хӑйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноҫне йышӑнма кандидата тăратни ҫинчен калакан ĕç хучĕсене тӑратнӑ

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине хӑйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноҫне йышӑнма кандидата тăратни ҫинчен калакан ĕç хучĕсене тӑратнӑ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Паянтан тытӑнса суйлав кампанийӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноҫне йышӑнма кандидатсем тăратасси - пуҫланать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев çак ĕçе пĕрремĕш пулса пурнăçларĕ, пĕрремĕш кандидат пулчĕ», - тенĕ. Аса илтеретпĕр: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн конференцийĕн йышăнăвĕпе çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноҫне йышӑнма кандидата тăратнă. Тĕплĕнрех



25 июня 2015
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter