Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Республикине инвестици ĕçне чи лайăх аталантаракан регионсенчен пĕри тесе палăртнă

Санкт-Петербургра июнĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен инвестици климачĕн тăрăмĕн наци рейтингне пĕлтернĕ. Унта çĕршыври 200 пин ытла бизнесмен хутшăннă. Форумăн пленарлă планне хутшăннă май, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак рейтинг регионсенчи чи лайăх практикăсене палăртакан инструмент пулнине пĕлтернĕ, инвестици аталанăвĕн регион-локомотивĕсене уйăрса каланă. «Дискуссисем вăхăтĕнче ырă ĕçсен тăрăмĕн тĕслĕхĕсене асăнчĕç, анчах та майпа усă курса манăн та тивĕçлисене уйăрас килет. Вĕсем Калуга облаçĕ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Ульяновск облаçĕсем, Краснодар крайĕ, Ростов облаçĕ, Кострома облаçĕ, Чăваш Республики, Тула облаçĕ. Тепре палăртам – инвестици климачĕн наци рейтингĕ влаçăн мĕнпур шайри управленин пахалăхне ÿстерекен инструмент пулса тăмалла. Çакă паянхи аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ», – тенĕ Президент.



25 июня 2015
07:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter