Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Канаш районĕнче Республика кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Канаш районĕнче Республика кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă. Ял ĕçченĕсене Чăваш Республикин тĕп уявĕпе саламлама Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ - Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов тата ытти сумлă хăнасем килсе çитнĕ.  Савăнăçлă уява уçнă май Михаил Игнатьев халăха Республика кунӗ ячӗпе саламланă. Чăваш Енре, Канаш районĕнче пулса иртекен ырă улшăнусемпе пал­лаштарнă. «Эпир юлашки çулсенче нумай производство хута ятăмăр, автомобиль çулӗсем хыв­рӑмӑр, пурăнмалли çурт-йĕр, ача сачĕсем, спорт объекчĕсемпе, ФАПсем, шкулсем ҫӗк­лесе лартрӑмӑр тата ытти ĕçсене те пурнӑҫланӑ. Влаç органĕсенче тăрăшакансем тухӑҫлӑ ĕçлени куçкĕретех, ҫакӑ тивӗҫлӗ цифрăсенче те палӑрать. Юлашки çулсенче халӑх хушшинче нумай çул пурăнакансен йышӗ ӳссе пырать, нумай ачаллӑ çемьесен шучĕ пысăк пулни те савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Уявра вăл çĕр ĕçченĕсене, тăван тавралăхшăн ырми-канми тăрăшакансене  патшалăх наградисене парса хисеп тунă. «Пирĕн пысăк кăтартусенче кашнийĕн тӳпи пур. Эсир тăван çĕре, тăван çĕршыва юрататăр. Пуринпе те туслă пурăнатăр. Кӳршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнни питех те  паха. Çынсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те пурин кăмăл-туйӑмне те ҫӗклесе хавхалантарса ярать. Тăван çĕр çинче ырми-канми вăй хурса чĕререн тăрăшса ĕçлетĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канаш районĕнчи «Пучах» ТМЯО генеральнăй директорĕн çумне Иван Иванова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ӗҫченне, Уçырма ял тăрăхĕнче вăй хуракан Наталья Петрова тĕп специалиста Тав çырăвӗ тата алла çыхмалли сехет парса хавхалантарнă. Савăнăçлă уявра ыттисене те наградăсем парса хисеп тунă. «Агат» ТМЯО ĕçлекен Валерий Иванова, «Исток» ТМЯО ĕçченне Ольга Ивановӑна тата хресчен фермер хуçалăхĕн ертӳçине Иван Протасова  пурӑнмалли ҫурт-йĕр условийӗсене лайӑхлатма социаллӑ тӳлев уйӑрни ҫинчен калакан свидетельство парса чысланă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнӗ сумлă ĕҫченсене те уйрăммăн палăртса удостоверени парса хавхалантарнă. Уяв «Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пул­тарулăхĕн фестивальне хутшӑнакан коллективсен юрри-ташшипе вĕçленнĕ. Акатуй уявĕнче тӗрлӗ спорт ăмăртăвĕ те чылай пулнă. Кашни çын уявра тĕрлĕ мероприятие хут­шăнса са­вăннă, кӑмӑл-туйӑмне ҫӗкленӗ. Тӗплӗнрех

 



25 июня 2015
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter