Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Самарта ĕçлĕ визитпа пулнă

 

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Самарта ĕçлĕ визитпа пулнă. Паян унта вăл Раҫҫей Федерацийӗн Президенчĕн  Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ирттерекен ларăва хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ларура Раҫҫей Федерацийӗн Атăлçи федераци округне кӗрекен регионсенче террора хирĕç кĕрешес енӗпе ӗҫлекен комиссисен ĕç кӑтартӑ­вӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗнче экстремизма хирĕç кӗрешес енӗпе 2025 çулччен йышăннă Стратеги епле пурнăç­ланнине тишкернĕ. Михаил Бабич канашлăва пуçличчен чи малтанах террора хирĕç кĕрешес ĕç çивĕч тăнине каланă. Тĕнчере хальлĕхе терроризма хирĕç тăрас ĕç кирлĕ пек пурнăçланса пыманнине палăртнă. «Террористсен тĕллевĕ халăха хăратасси. Вĕсем хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне территорине, çынсене суйласа тăмаççĕ. Мĕнпурне май килнĕ таран ытларах пĕтерме тӗллев лартаççĕ», - тесе çирĕпĕн асăрхаттарса каланă Михаил Бабич. Вӑл ку ыйтусемпе влаç органĕсенче ӗҫлекенсен ытларах тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Михаил Бабич юлашки çулсенче Атăлçи федераци округĕнче терроризмпа çыхăннă тӗслӗхсем пулманнине палӑртнă. «Пирĕн çĕршыва хирĕç информаци вăрçи пуҫарнӑ. Пур тытăмра та асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе çухатма юрамасть», - тенĕ Михаил Бабич.   Сăмах май, çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускавра Федерацин Террора хирĕç кĕрешекен комитет  ларăвĕ иртнине аса илнĕ. Асăннă мероприятие Раççей ФСБ директорĕ, вăлах Террора хирĕç кĕрешекен комитет председателĕ Александр Бортников йĕркелесе ертсе пынă. Ун чухне шăпах та тĕнче шайĕнче ирттерекен мероприятисенче асăрхануллă пулмалли пирки ытларах калаçнине аса илнĕ. Хальхинче Михаил Бабич Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ кăлтăксемсĕр, питĕ лайăх иртсе кайнине палăртнă.. Пухăннисем Раҫҫей Федерацийӗн Атăлçи федераци округне кӗрекен регионсенче террора хирĕç кĕрешес енӗпе ӗҫлекен комиссисен ĕç кӑтартӑ­вӗсене пĕтĕмлетнĕ. Тĕплĕнрех



25 июня 2015
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter