Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă çамрăк юлташсем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Кирек хăш вăхăтра та çамрăксем обществăра малти вырăнта пулнă, пурнăçра активлă позици йышăннă, этемлĕх ăслăлăх-техника, социаллă тата культура прогресĕн çулĕпе малалла каяссине пулăшса пынă.

Çамрăксем пĕрмаях стандартлă мар йышăнусем шыраççĕ, çĕнĕ пĕлÿпе тĕпчевсем патне туртăнаççĕ, вĕсем стереотипсенчен те ирĕклĕ. Çак пахалăхсем çĕршыва инновации çулĕпе малалла аталанса пыма кирлĕ. Иртнĕлĕхĕн çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнса çамрăксем улшăнусен пуçаруçисем пулса тăраççĕ.

Чăваш Ен пуласлăхĕ, пирĕн çĕршывăн малашлăхĕ мĕнлерех пуласси шăпах çамрăк ăру представителĕсенчен нумай килет. Çавăнпа та влаç органĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ - этеме пурнăçра ăнăçтарма условисем туса парасси: кашни çамрăк çын хăйĕн интеллект тата пултарулăх вăй-хăватне туллин уçма, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, суйласа илнĕ çĕрте хăйне тивĕçлипе кăтартма пултартăр.

Пирĕн республикăра çамрăк ăрăвăн пултаруллă, пуçаруллă представителĕсене пулăшас енĕпе тĕллевлĕ политикăна тытса пыратпăр. Ку вăл - ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă инноваци, эксперимент проекчĕсен республика конкурсĕ те, çамрăксен пуçарăвĕсене грант парса пулăшни те, çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни те, тата ытти те. Иртнĕ çул асăннă направленисене патшалăх укçа-тенкĕ уйăрасси икĕ хут ÿснĕ.

Çамрăк çынсене хавхалантармашкăн Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине паратпăр. Юлашки виçĕ çулта вĕсен шучĕ тăваттăран саккăра çитрĕ, лауреатсене паракан укçа виçи пилĕк хут ÿсрĕ те 50 пин тенкĕпе танлашрĕ.

Çулсеренех вĕренÿре, бизнес-проектсем хатĕрлес ĕçре, наукăра, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă пин хĕрпе каччă пултарулăхри ăнтăлушăн стипендие тивĕçет.

 Юлашки çулсенче Чăваш Енре спорт инфратытăмне вăйлă йĕркеленĕ, çынсем физкультурăпа тата спортпа туслашчăр, хăйсен сывлăхне çамрăкранах çирĕплетчĕр тесе лайăх условисем туса хунă.

Эпĕ хамăрăн питĕ лайăх çамрăксене - юратнă Чăваш Енĕн шăпишĕн тăрăшакансене, юратнă çĕре хитререх тата пуянрах тăвас тесе пĕтĕм майсемпе тухăçлă усă куракансене - тав тăватăп.

 Хастартарах пулăр, вĕренĕр, пуçарулăх кăтартăр, хăвăр вăй-хăватăрпа туллин усă курăр! Сирĕн чи хăюллă ĕмĕтĕрсемпе планăрсем пурнăçа кĕччĕр! Сире сывлăх, телей, ырлăх тата юрату сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                         М.ИГНАТЬЕВ

 



26 июня 2015
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter