Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пысăк сыпӑсене эндопротезировани тăвассипе çыхăннă ҫивӗч ыйтусем» регионсем хушшинчи наукăпа практика VII-мĕш конференцийӗн ĕçне хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пысăк сыпӑсене эндопротезировани тăвассипе çыхăннă ҫивӗч ыйтусем» регионсем хушшинчи наукăпа практика VII-мĕш конференцийӗн ĕçне хутшăннă. Палăртнă мероприятие Раççейри 18 регионтан паллӑ специалистсем пухӑннӑ.  Ми­хаил Игнатьев çакăн пек мероприятисем хальхи вӑхӑтри технологисене ӗҫе кĕртме пулăшу кӳнине каланă. «Юлашки çулсенче рес­публикăра пысăк шайри профессиллĕ пулăшупа тивĕçтерекен ку чухнехи сиплев тата диагностика центрĕсем хута кайнă. Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ отраслӗн тӗп пайӗ пулса тăчĕ. Кунта пысӑк опытлă специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Врачсем хăйсен пĕлĕвне Раççейре тата ют çĕршывсенче тăтăшах ӳстерсе пыраççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Раççейри Р.Р. Вреден  ячĕллĕ травматологипе ортопеди наукăпа тĕпчев институчĕн директорне Рашид Тихилова тата Федерацин травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачне Николай Николаева çынсен сывлăхӗшӗн пӗр-пӗринпе туслӑн хутшӑнса ӗҫленӗшӗн тав тунă. «Республикăри влаç органĕ­сенче тăрăшакансен çитĕнĕвĕсем цифрăсенче те лайăх ку­рăнаççĕ. Чăваш Енре медицина пулăшӑвӗ кӳмелли хăватлă инфра­тытăм йĕр­келеннĕ. Кунта пурӑнакан çынсен пурнăç тăршшĕ 2,5 хут пысӑкланнӑ. Нумай çул пурăнакансен йышĕ юлашки çулсенче 18 процент чухлӗ, нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процент  чухлӗ  ӳснӗ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкарти Индустри паркĕнче строительство ĕçне тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Малашлăхра унти пӗр компани эндопртезированипе травмотологи центрӗсем валли имплантантсемпе  ӗҫ хатӗрӗсем туса кӑларма палӑртать. «Инвестици проек­чĕсе­не пурнăçа кĕртме вырӑн шыракансем пур пулсан, эпир вĕсене пулӑшма хатӗр», - палăртнă Михаил Игнатьев. Вӑл конференци ӗҫне хутшӑнакансене пурнăçра ăнăçусем, пĕр-пĕрин опычĕпе ӑнӑҫлӑн паллашма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



26 июня 2015
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter