Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисене пӗтӗмлетнӗ ҫӗре хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисене пӗтӗмлетнӗ ҫӗре хутшăннă. Палаткăсен лагерĕ Патăрьел районĕнчи Шăнкăртан ял поселенийĕн  «Хĕвеллĕ» уçланкинче вырнаçнă. Савăнăçлă пулăма Раççей Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин çар комиссарĕ,  Александр Мокрушин полковник, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов хутшăннă. Михаил Игнатьев яш-кĕрĕме саламланă май, Чăваш Енре «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен вăййисем тăтăшах 47 çул хушши пĕр чарăнми иртнине асăннă. «Сирĕн пекех пурте шкул çулĕсенче çамрăк армеецсен вăййисене хутшăннă. Ăмăртусем пĕр чăмăра пĕрлештереççĕ, чăтăмлăха тĕрĕслеççĕ, кăмăла çирĕплетеççĕ. Ҫакӑнта ӑша хывнӑ пахалăхсем каярах сире ĕçре ăнăçу тума пулăшĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Çĕр­шыв пуласлăхне çирĕп никӗс çинче йӗркелемелле. Ку вӑл – Тăван çĕршыва, тăван çĕре юратни, аслă ăрури çынсене хисеплени. Патшалăх политикин, РФ Президенчĕн Владимир  Путинăн тĕллевӗ  те пĕр – çамрăксене патриотла воспитани парасси. Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан кашни ҫыннӑнах Тăван çĕршыва сыхлама хатĕр пулмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Вӑл çамрăксене хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсем çинчен, вĕсем Тăван çĕршыва тăшманран харсăррӑн хӳтĕленӗ чухне тунӑ пат­тăрла ĕçсем пирки ытларах пĕлме тӑрӑшмаллине палăртнă. Ачасене тĕрлĕ ăмăртура хастар пулма пулăшу кӳнӗшĕн учительсене, ашшĕ-амăшĕсене чĕререн тав тунă. Çĕнтерӳçĕсене наградăсем парса хисеп тунӑ. «Зарница» ушкăнра Патăрьел районĕнчи 1-мĕш вӑтам шкул çĕн­тернĕ. «Орленок» ушкăнра Çĕрпӳри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула мала тухнӑ, кадетсен уйрăмĕнче Шăмăршăри вӑтам шкул хастар пулнă, çарпа патриот клубĕсем хушшинче чи маттурри – Муркашри вӑтам шкул пулнӑ. Вӗсене пурне те кубоксем, команда членӗсене медальсем парса чысланă. Çулталăк тăршшĕнче вĕренӳ учреж­дени­йĕсенче пултарулăхпа практика, теори конкурсĕсем ирттереççĕ, вĕсене 30 пин ытла ачапа çул çитмен çамрăк хутшăнать. Вăйăсен пĕрремĕш тапхăрĕн (шкулсем, училищĕсем, техникумсем) çĕнтерӳçисем районсенчи тата хуласенчи финал вӑййисенче ăмăртаççĕ (5 пине яхăн çын). Республикăри финалта вара районсенчи тата хуласенчи 1000-е яхăн çамрăк армеец (çамрăк армеецсен 70 ытла уйрăмĕ) чи лайăххи пулас тесе тупăшать. 6 кун тăршшĕнче ачасем чăрмавсем урлӑ чупас, стройпа утас, туризм, шывра ишес енĕпе зачетсем параççĕ. Теори пĕлĕвĕсене компьютер тăрăх тест ирттерсе тĕрĕслеççĕ. Делегацисен ертӳçисем (çамрăк армеецсен уйрăмĕсен ертӳçисем, хӑрушлӑхсӑр пурнӑҫ никӗ­сӗсене вӗрентекенсем, физкультура преподавателĕсем) валли «Учитель-наставник» конкурс ирттереççĕ. Тĕплĕнрех



29 июня 2015
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter