Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа çамрăксен регионсен хушшинчи «МолГород-2015» VII вĕренӳ форумне çитсе курнă

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа çамрăксен регионсен хушшинчи «МолГород-2015» VII вĕренӳ форумне çитсе курнă. Вăл Атăл леш енче иртнĕ.  Торжествăлла пулăма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри  политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Форума пуçтарăннă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа саламланă май, регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  çак мероприятине активлă çамрăксем Чăваш Енрен çеç мар Раççейри ытти регионсенчен те чăтăмсăррăн кĕтнине каланă. «Пурнăçра хăвăрăн  çул-йĕре тупма тĕллев лартнă шухăш пурсăра та  сире пĕрлештерет. Эсир, чăннипех те çĕршыва юрăхлă ĕçсем тума ăнтăлатăр. Атăл хĕрринче ирттернĕ асамлă кунсем сирĕн пурнăçра ĕмĕрлĕхе асра юлĕç. Форумра паллă, пысăк ĕмĕтлĕ, пуçаруллă бизнесменсемпе паллашатăр, тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансемпе, политика ĕçченĕсемпе калаçатăр. Пĕр-пĕринпе калаçса пуян опыта ăша хывма вĕренетĕр. Пурнăçра ку питĕ кирлĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Форум ертӳçи Станислав Трофимов мĕн пур пухăннă çынсен ячĕпе Михаил Игнатьева тата Алена Аршиновăна çамрăксемпе яланах тарават пулнăшăн, кирлĕ чухне пулăшу панăшăн чĕререн тав тунă. «Шăпах та сире пула, МолГород çулсерен вăй илсе пырать», - тесе палăртнă вăл.  Торжествăлла пай иртнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев форума пуçтарăннă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçсемпе уçă калаçу ирттернĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çамрăксене яланах шаннине каланă, ахальтен мар 2010 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва «Çамрăксене шанмалла» тесе йышăннă пулнă. Çамрăксен регионсен хушшинчи «МолГород-2015» VII вĕренӳ форумĕ Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕччен иртет. Мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе республикăри çамрăксен «Çамрăксен социаллă технологийĕсем» тата «Молодая Гвардия Единой России» общество организацийĕсем йĕркеленĕ. Форума Чăваш Республикинчен, Атăлçи федераллă округран пуçаруллă ăста çамрăксем хутшăнма кăмăл тунă. Çамрăксем кунта пухăнса палаткăсенче пурăнаççĕ, аталану программисемпе проекчĕсен никĕсне хываççĕ. Кунта çамрăксем хăйсен чаплă проекчĕсем çинчен каласа кăтартма, вĕсене пурнăçа кĕртме инвесторсене явăçтарма пултараççĕ. 

 Тĕплĕнрех



03 июня 2015
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter