Чăваш Ен тĕп хулинче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕ уçăлать

Паян конькипе ярăнма юратакансемпе хоккейпа туслисемшĕн, спортсменсемпе ачасемшĕн пысăк уяв - Чăваш Ен тĕп хулинче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕ уçăлать. Шупашкарти чи пысăк та чаплă спорт сооруженийĕ континент шайĕнчи хоккей лигин ыйтăвĕсене те тивĕçтерет. 7,5 пин çын вырнаçакан тĕп арена, тренировка ирттермелли каток, тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем, кафе, конференц-зал, медицинăпа сиплев центрĕ, автомобильсене лартмалли лапам, хуçалăх пÿлĕмĕсем т.ыт. «вырăн тупнă» керменте. Малашне унта хоккейçăсем, шорт-трекерсем, фигуристсем, баскетболистсемпе волейболистсем ăмăртусене хатĕрленĕç, тĕрлĕ турнир-чемпионат ирттермелли тĕп лапам та, концертсемпе уявсем йĕркелемелли центр та пулса тăрĕ вăл. Калăпăр, июнĕн 24-27-мĕшĕсенчех çĕнĕ объектра «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав ĕçлесси те паллă. Акă, эпир те, Чăваш Республикинче пурăнакансем, Пăр керменĕллĕ пултăмăр. Вăл пире яланах хапăл туса кĕтсе илĕ.



03 июня 2015
12:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter