Чăваш ЕН Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа паллă хоккеист Владислав Третьяк Çуллахи спорт бульварĕнче пулнă

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, виçĕ хут Олимп чемпионĕпе, Раççейри хоккей  Федерацийĕн Президенчĕпе Владислав Третьякпа пĕрле Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕ умĕнче вырнаçнă «Çуллахи спорт бульварĕ» ятарлă вырăна çитсе килнĕ, ачасемпе калаçнă. Кунта ачасем çуллахи кану вăхăтĕнче, хăйсен сывлăхне çирĕплетессипе вăй хураççĕ. Мероприятине Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Михаил Игнатьевпа Владислав Третьяк тĕрлĕ площадкăсене пăхса çаврăннă. Çуллахи кану вăхăтĕнче ачасем шахматла, шашкăлла, баскетболла, самбо, мини-гольф тата ытти спорт ăмăртăвĕсене выляççĕ. Хыççăн Ачасен керменĕнче хăнасем çамрăк шăпăрлансене  кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.  Чи малтанах пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă май, çуллахи канăва усăллă ирттерме сĕннĕ. Паллă хоккеист Владислав Третьяк хăйне çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă, республикăра спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. «Вăхăта лайăх ирттермелле. Малашлăхра кирек епле професси суйласа илсен те йывăрлăхсем витĕр тухма тивет, ăна çĕнтерме шăпах та сывлăх кирлĕ. Пирĕн çĕршыва юрăхлă та сывă çынсем кирлĕ, ун чухне тин эпир ăна хӳтĕлеме пултаратпăр. Эпĕ шанатăп, сирĕн хушăра та пулас чемпион çитĕнессе», - тесе палăртнă хăй шухăшне сумлă хăна.  Шкул ачисен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ашшĕ-амăшĕсен ытларах ачисене спорта явăçтарма тăрăшмаллине каланă. «Эп çуралса ӳснĕ çемьере сакăр ача пулнă. Ир пуçласа каçчен эпир яланах ĕçленĕ. Учительсене, атте-аннене хисепленĕ, енчен те вĕсем пире асăрхаттарса каланă пулсан, хамăр йăнăшсене яланах тӳрлетме тăрăшнă. Сирĕн те Раççей Федерацийĕн хисеплĕ гражданĕсем пулса çитĕнмелле», - палăртнă Михаил Игнатьев. Ачасем ыйтнипе Владислав Третьяк 1972 çулта «СССР - Канада (НХЛ)» пĕрремĕш спорт ăмăртăвĕсем пирки каласа кăтартнă, пуçламăш матч еплерех иртни çинчен чарăнса тăнă. Сăмах май, пухăннисене Шупашкарта Пĕр керменне çĕклесе ларнă ятпа саламланă. Калăпăр, пирĕн çĕршывра паянхи кун тĕлне 443 Пăр керменĕ, Канадăра -2800 объект.  Ĕçлемеллисем татах та пур-ха. Пирĕн тĕллев - ытларах стадионсем хута ярасси», - тенĕ 20-мĕш ĕмĕрти чи лайăх вратарь. Тĕплĕнрех

 

 



03 июня 2015
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter