Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри хоккей Федерацийĕн президенчĕпе Владислав Третьякпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри хоккей Федерацийĕн президенчĕпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Владислав Третьякпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Сумлă хăна Чăваш Республикин тĕп хулине «Шупашкар-Арена» Пăр керменне уçма килсе çитнĕ.  Калаçăва Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Михаил Игнатьев республикăра спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен каласа кăтартнă сумлă хăнана. Чăваш Енри вунă спорт шкулĕнче пине яхăн ача куллен хоккей спортне çӳрет, вĕсен пултарулăхне 27 тренер туптать. Сăмаха май, регион Пуçлăхĕ пирĕн хоккеистсен çитĕнĕвĕсем пирки те чарăнса тăнă. «Сокол» хоккей клубĕ Раççейри чемпионата хутшăнать. Çитĕнĕвĕсем те пурне те савăнтараççĕ. «Çитĕнекен яш-кĕрме спорта юратма вĕрентетпĕр. Паян Шупашкарта хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен спорт объекчĕ хута каять. Çак комплекса ватти-вĕтти чăтăмсăррăн кĕтет», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Владислав Третьяк Михаил Игнатьева çакăн пек капмар пысăк комплекс хута янăшăн чĕререн тав тунă. «Çак Кермен сывлăха çирĕплетме, çынсене пĕр çĕре йыхравлакан культура центрĕ пулĕ. Раççейри пур çынна та спортпа çыхăнтарма тăрăшмалла. Пирĕн çĕршывра яланах туслăх, ăнлану, пĕрлĕх хуçалантăр», - тесе хăй шухăшне палăртса каланă пысăк хăна. «Маншăн çак уяв уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хоккей вылямалли кермен, ăста спортсменсене пире парнелĕ, Овечкин, Малкин, Дацюк спортсмен пек çынсем тата та халăхра сарăласса эпир шансах тăратпăр. Вĕсем республикăна çеç мар, Раççей чысне те хӳтĕлесси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр», - тенĕ вăл. Наци спорт шутне хоккей тĕсне кĕртнĕ. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, хоккейла выляма  пурне те хавхалантарать. Çамрăксем ăна курса куллен спорта ытларах та ытларах çӳреме тытăнчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăчĕ. Чăваш Енре спорт çав тери лайăх аталанса пырать, кунта спортпа туслăх халăх пурăнать. Ахальтен мар, «Раççей – спорт çĕршывĕ» форума та Чăваш Республикинче ирттернĕ. Халĕ тата çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатне регион хатĕрленет.  Шанатпăр ку спорт мероприятийĕ те çӳллĕ шайра иртсе каясса», - тенĕ паллă хоккеист. Тĕплĕнрех



03 июня 2015
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter