Чăваш Республикинчи 17 шкул çĕнĕ автобус уççисене илнĕ

 Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри шкулсене çĕнĕ 17 автобус уççисене панă. Торжествăлла пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, Раççейри хоккей  Федерацийĕн президенчĕ Владислав Третьяк, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Михаил Игнатьев ачасене, вĕрентекенсене, савăнăçлă саманта пухăннă ытти çынна уявпа саламланă май, хăйĕн докладĕнче юлашки çулсенче амăшĕсене, ачалăха хӳтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политики тытса пынине палăртнă, вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Шкулсене юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме миллиардшар укçа-тенкĕ уйăратпăр, спорт сооруженийĕсене çĕнетессипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Ачасене апатлантарасси çине те  кирлĕ пек тимлĕх уйăрнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пурсăмăр умне те çирĕп тĕллев лартнă – ачасене тĕрĕс-тĕкел те сывă çитĕнтерме тĕрлĕ майсем тумаллине каланă. Вăйлă чăн-чăн çынсем пулма пултарччăр тенĕ.  «Паян республика çулĕсем тăрăх 329 шкул автобусĕ çӳрет, анчах та çакна асра тытмалла – ачасене инкексенчен сыхламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Владислав Третьяк шăпăрлансене яланах спортпа туслă пулма, малти ретре тăма сĕннĕ. Хыççăн хăнасем шкулсене автобус уççисене парса хавхалантарнă. Кăçал автобус паркĕ тата 17 автобуспа пуянланнă. Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре 481 шкул , вĕсенче пурĕ 125 пин ача ăс пухать,  295 шкул автобусĕ 12 пин ачана вĕренĕве илсе çӳрет. 2015 çулта Чăваш Республикинчи вĕренӳ тытăмне çĕнетме 27,5 млн тенкĕ уйăрнă. Тĕплĕнрех



03 июня 2015
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter