Михаил Игнатьев Раççей Федерацийӗн Айăплава пурнăçлакан службин режимпа асăрхав управленийĕн пуçлăхĕпе Василий Федо­ров генерал-майорпа тĕл пулнă

 Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийӗн Айăплава пурнăçлакан службин режимпа асăрхав управленийĕн пуçлăхĕпе Василий Федо­ров генерал-майорпа тĕл пулнă, Чăваш Енри асăннă тытăмăн ĕçĕн эффективлăхне сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вырӑнти власть орга­нĕсенче тăрă­шакан­семпе Чăваш Енри УФСИН пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине, кăтартăва регионти тăнăçлăх та çирĕплетнине асăннă. Раççей Федерацийӗн Айăп­лава пурнăçлакан службин режимпа асăрхав управленийĕн пуçлăхĕ Василий Федоров генерал-майор хăйĕн сăмахĕнче управлени ты­тӑмӗнчи подразделенисенче лару-тăру лайӑх шайра пулнине çирĕплетнĕ. Сумлă ентеше тăван тăрăха, тăван çĕре  килсе курнăшăн Михаил Игнатьев тав тунă. Василий Федоров Тăвай районĕнчи Тӗмер ялӗнче çуралса ӳснĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универси­тетĕнчен 1982 çулта вĕренсе тухнă, каярах Раççей ШĔМ Академийĕнче пĕлӳ илнӗ. Мускавра çар службинче тăнă. 2014 çулта  раштав уйăхĕнче ăна генерал-майор званине панă. Михаил Игнатьев ентеше ҫав сумлă ята тивĕçнĕшĕн ырласа, ăна тĕслĕх вырăнĕнче палăртнӑ. «Генерал званине Тăван çĕршывшăн тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесен çеç тивĕçме пулать», - тенĕ вӑл. «Чăваш Енре ҫуралса генерала тух­нисен хисепĕ ӳссе пы­рать. Эпир çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç ҫине пысăк тимлĕхпе пӑхатпӑр. Регион тĕрлĕ проектсене  пурнӑҫлама хастарлӑн хутшăнать, кадет­сен юхăмĕ вăй илсе çирĕпленсе пырать. Раççей Федера­цийĕн Прези­денчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полно­мочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пыракан проектсене те республика çамрăкĕсем тăтăшах хутшăнаççĕ, çар училищине вĕренме кĕрес текенсен шучĕ ӳсет. Президент полкĕнче те Чăваш Енрен çамрăксем  пурри пурне те савăнтарать», - тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 

 



30 июня 2015
19:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter