Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан канашлӑва ирттернӗ

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан канашлӑва ирттернӗ. Республика кунне хатĕрленсе пурнӑҫланӑ мероприятисем пирки Чăваш Рес­публикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин патшалăх уявне - Республика кунне - халалланă «Регионсем - чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» регионсем хушшинчи XXII-мĕш курав ĕçне Раççейри 25 регионтан хăнасем килсе çитнине пĕлтернĕ. Куравра ют çĕршыври партнерсемпе Чăваш Енри предприятисем хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнине асăннă. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Индустри паркĕн строительствине пуçланă, çак кунах Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери AccorHotels сечĕн Ibis отелӗ уçăлнă. Республика кунӗнче йăлана кĕнĕ тăрăх фейерверксен фестивалĕ те иртнĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов хăйĕн докладĕнче Республика кунне Раҫҫей Федерацийӗн 34 субъектĕнчен тата Беларуç Республикинчен пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитнине палăртнă, хăйсен юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарнине каланă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов уявсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев уявсене пысăк шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнă мӗнпур çынна чĕререн тав тунă. «Çакăн йышши мероприятисем халăх туслăхне, культура пуянлăхне, кăмăл-туйăм çĕкленĕвне, тăван çĕре, çывăх çыннăмăрсене юратнине çирĕплетеççĕ.Тӗрлӗ наци ҫынни пĕр шухăшлă пулса уявра тулли кăмăлпа савăнать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре лагерьсенче пĕрремĕш сменăра 47 пине яхăн ача сывлăхне çирĕплетнине пĕлтернĕ. Çак тĕллевсем валли бюджетран  пурĕ 161 млн. тенкĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова республикăра 500 ытла студент «Вожатăй» программӑпа хушма пĕлӳ илнине пӗлтернӗ. Лагерьсенче пĕрремĕш сменăпа 345 вожатăй ĕçленĕ. Канашлура пушар тухни тата шыв ҫинчи инкексем пирки те сăмах пуçарнă. Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин Граждăнла оборона тата черезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров тухса калаçнă. Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра 503 пушар тӗслӗхне шута илнӗ, вĕсенче 62 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Шыв объекчĕсем ҫинче 26 инкек пулнă, вĕсенче 23 çын вилнĕ. Сăлтавĕ ытларах аслисенче, тимлĕхе çухатнинче. Ӳсӗрле шыва кӗни, ачасем шыв ҫывӑхӗнче пӗччен пулни те инкексен шутне ӳстерет. Çынсем вилни пуриншĕн те пысăк çухату, хурлану. Çавăнпа та муниципалитетсенче профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелесе ирттерме хушнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче суйлав ĕçĕ хастар пуçланнине каланă. Хальлĕхе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма 11 парти хăйсен кандидачĕсене тăратнине, суйлав ыйтăвĕпе кăлтăксем çуккине, ĕçсем планпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пынине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев кандидатсем валли пĕр тан условисем йĕркелеме хушнă, суйлав уçăмлăн, саккунпа килĕшӳллĕн иртмеллине каланă. «Халăх шанăçне Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӳрре кăлармалла тесе шутлатӑп, ку вӑл манӑн принциплӑ позици. Суйлав ӗҫӗ ҫине нимӗнле ад­ми­нистративлӑ ресурс та витӗм кӳмӗ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 



30 июня 2015
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter