Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Общество палатин анлă ларăвне хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Общество палатин анлă ларăвне хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри Общество палатин ĕçне пысăк хак панă, малашне те Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа тивĕçлĕн ĕçлеме сĕннĕ. «Чăваш Республикинче юлашки çулсенче йĕркеленĕ общество институчĕсем хăйсен ĕçне эффективлă йĕркеленине кăтартса пама пултарчĕç. Халăх Чăваш Республикин Общество палатине шанать. Республикăри саккун проекчĕсем  общество экспертизи витĕр тухаççĕ. Палатăн çĕнĕ тытăмĕ малашне те пуян опыта тĕпе хурса ĕçлессине шанатăп», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Общество палатин членĕсене наградăсем парса хисеп тунă. Наградăна тивĕçнисем: Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Леонид Шимин, палата членĕсем - Крета Валицкая,   Ирина Письменская,   Николай Казаков, Валентина Иванова, Николай Паштаев. Александр Дельман тата Леонид Шимин халăхăн тĕрлĕ ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама пулăшнӑшӑн республика ертӳлĕхне чĕререн тав тунă. Ларура Чăваш Республикин Общество палатин виççĕмĕш тытăмĕн председателĕ пулма Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорне Алексей Судленкова суйланă. Унăн çумĕ пулма  «УК «Вертикаль» ТМЯО директорне Светлана Лясинăна шаннă.  Тĕплĕнрех



30 июня 2015
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter