Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «2015 çулхи чи лайăх выпускник» ята тивĕçнĕ çĕр студента савăнăçлă лару-тăрура свидетельство парса чысланă

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «2015 çулхи чи лайăх выпускник» ята тивĕçнĕ çĕр студента савăнăçлă лару-тăрура свидетельство парса чысланă. Мероприятие унпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев студентсем умĕнче тухса калаçнă май, вĕсене аслă шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламланă, алла илнĕ професси малашнехи пурнăçра пысăк пулăшу кӳтĕр тесе каланă. «Патшалăх мĕнпур аслă шкулпа ытти вĕренӳ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакан студентсем  пурте хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçчӑр тесе тăрăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Паянхи экономика тытăмĕнче наука ĕç­ченĕсем ытларах кирлине асăннă. «Республикăри кашни пиллĕкмĕш предприяти инновациллӗ таварсем калăплать. Вĕсене Раççейре те, унăн тулашĕнче те халăх тăтăшах ыйтать. Эсир, чи пултаруллă çамрăксем, хăвăрăн пуçарулăха пурнăçа кĕртессе, экономикăна çирĕппӗн аталантарма ырми-канми тăрăшса ĕçлессе шанатӑп», - тесе каланă Михаил Игнатьев. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров аслă шкултан вĕренсе тухакансене саламласа ӑнӑҫусем суннӑ май, Чăваш Республикинче, Раççей Федераци­йĕнче хăть мĕнле тытăмра та палӑртнӑ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме меллĕ пулнине асăннă. Университетăн химипе фармацевт факультетне пӗтернӗ Михаил Иевлев аслă шкул препо­давате­лӗсене хӑйсене лайăх вĕрентнĕшĕн ырласа тав тунă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 1967 çул­та уçнă. Аслă шкулта 17 факультет, вĕсенче 15,5 пин студент ăс пухать. Университетăн филиалĕсем Улатăрта, Канашра тата Патăрьелĕнче пур.  Кăçал аслă шкултан 3307 çын вĕренсе тухса алла диплом илет. Тĕплĕнрех

 



30 июня 2015
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter