Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кӗ­решес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кӗ­решес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Ларăва уçнă май, вӑл республикăра коррупципе кĕрешес ĕç ăнăçлă пурнăçланса пынине каланă. «Чăваш Енре коррупципе кĕрешмелли нормативлă право никӗсне йĕркеленĕ. Кашни муниципалитетра, патшалăх органĕнче ятарлă комисси ĕçлет», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Вӑл унпа пӗрлех ҫĕрпе тата пурлăхпа çыхăннă ĕçсенче çирĕп тĕрĕслев ытларах пулмаллине асăр­хаттарнă. «Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ҫирӗплетнӗ йышӑнупа Чăваш Республикине коррупципе кӗрешмелли ĕçсене йĕркелесе ирттерекен пилотлă регион тесе палăртнă. Пирĕн коррупципе кӗрешес енӗпе йышӑннӑ саккунсен пӗтӗм требованийӗсене утӑмшарӑн-утӑмшарӑн пурнăçламалла. Енчен те ертӳçĕсем тата служащисем йĕркене пăсаççĕ пулсан, вĕсене çирĕп явап тыттармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнă чухне йĕркене пăсасран асăрхаттармалли профилактика ĕçĕ­сене те сӳтсе явнӑ ларура. Пурлăхпа çыхăннă ĕçсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн ертрӳçи Александр Мигушов, Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин тĕплĕн паллаштарнӑ. Шупашкар хула администрацийĕн Коррупципе кĕрешекен комиссийĕн ĕçĕпе Алексей Ладыков паллаштарнă. Бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕн усă курнине комисси тăтăшах тĕрĕслесе тăнине палăртнă. Хулан официаллă сайтĕнче ятарлă баннер вырнаçтарнине тата ытти ĕçсем туса ирттернине пĕлтернĕ.   Михаил Игнатьев аукционсене тăратнă конкурс докуменчӗсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымаллине асăрхаттарнă. 

Чӑваш Республикин патшалӑх тата муниципалитет должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсем коррупципе кӗрешмелли тивӗҫсемпе чарусене, интерессен хирӗҫӳлӗхне сирсе ямалли тата йӗркене кӗртмелли требованисене пӑхӑнман тӗслӗхсене тупса палӑртма пулӑшакан ӗҫсен комплексӗ мӗнлерех пурнӑҫланнипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев паллаштарнӑ. Вӑл çулталăкăн пĕрремĕш çур çулĕнче Чăваш Енри патшалăх органĕсенче 9 тĕрĕслев ирттернине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев малашне те тĕрĕслевсем ирттерме хушнă. Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн докладĕнче 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта йĕркене пăснă 400 тĕслĕхе шута илнине асăннă. Хӑш чухне ертӳçĕсем объектсенче пурнӑҫламан ĕçсемшĕн предпринимательсене укçа-тенкĕ сăлтавсăр куçарса панине, контрактсенче тивӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн штраф тӳлеттерессине палӑртманнине, туяну ӗҫӗсене пурнӑҫлама хутшӑнакансен йышне сахаллатма тӑрӑшнине асӑннӑ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин аукционсем ирттернĕ чухне йĕркене пăснă фактсем пулнине пĕлтернĕ, 28 тĕрĕслевре йĕркене пăснă 70 тӗслӗхе тупса палăртнине, айăплисене административлă майпа явап тыттарнине асăннă. Социаллă сферӑри ĕçсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тата культура министрĕ Вадим Ефимов, вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова тĕплĕн каласа кăтартнă. Тĕплĕнрех

 

 



30 июня 2015
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter