Республика шайĕнче пулакан çемье спорчĕн фестивалĕ Çĕрпÿ хулинче иртнĕ

Физкультурăпа спорт кашни çыннăн пурнăç норми пултăр, физкультурăпа спорт мероприятийĕсене çынсем массăллă хутшăнчăр тесе нумай тăрăшаççĕ, вăл çыннăн кулленхи пурнăçĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнма кирлине пĕрмаях палăртаççĕ. Чăн та, районта, республикăра, çĕршывра тăтăшах тĕрлĕ тĕслĕ спорт мероприятийĕсем йĕркелесе вĕсем çÿллĕ шайра иртни куçкĕрет.

Ку хутĕнче республика шайĕнче пулакан çемье спорчĕн фестивалĕ Çĕрпÿ хулинче иртнĕ. Унта 31 çемье çăмăл атлетика енĕпе, шывра ишессипе, дартс вăййинче, хутăш эстафетăра ăмăртнă. Пирĕн район чысне Светланăпа Анатолий Хованскийсен çемйи хăйсен хĕрачипе хÿтĕленĕ. Çапла, «10-12 çулхи хĕрачасемлĕ çемье» ушкăнĕнче тĕрлĕ енлĕн тупăшса поселокри Хованскийсен çемйи 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, çĕнтерÿçĕ çемьене хаклă парне парса чысланă.

Кунашкал мероприятисене хутшăнни спорта юратакансене сывă çитĕнме, хăюллă пулма, пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыма пулăшать, пысăк культурăллă тата ĕçе юратма вĕрентет* çемьесене пĕр шухăшлă пулса вĕсене çирĕплетет.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
30 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter