Чăваш Ен тĕп хулинче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕ уçăлчĕ

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче   конькипе ярăнма юратакансемпе хоккейпа туслисемшĕн, спортсменсемпе ачасемшĕн пысăк уяв - Чăваш Ен тĕп хулинче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕ уçăлчĕ. Хаваслă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, Раççейри хоккей  Федерацийĕн президенчĕ Владислав Третьяк, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алёна Аршинова, Руслан Тихонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов,   Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ  Ирина Слуцкая, Атăлçи федераллă округра ачасен хоккейне аталантарассипе ĕçлекен дирекцийĕн ертӳçи Владимир Асеев хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăр керменĕ уçăлнă ятпа саламланă. «Шупашкарти чи пысăк та чаплă спорт сооруженийĕ континент шайĕнчи хоккей лигин ыйтăвĕсене те тивĕçтерет. 7,5 пин çын вырнаçакан тĕп арена, тренировка ирттермелли каток, тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пӳлĕмсем, кафе, конференц-зал, медицинăпа сиплев центрĕ, автомобильсене лартмалли лапам, хуçалăх пӳлĕмĕсем т.ыт. «вырăн тупнă» керменте. Малашне унта хоккейçăсем, шорт-трекерсем, фигуристсем, баскетболистсемпе волейболистсем ăмăртусене хатĕрленĕç, тĕрлĕ турнир-чемпионат ирттермелли тĕп лапам та, уявсем йĕркелемелли центр та пулса тăрĕ вăл. Çак ырлăха пĕтĕмпех республикăра пурăнакансемшĕн йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче 50 спорт объекчĕ ытла  хута янă. Спорт çынăн характерне тăвать, çавна май та  пурнăçра мал ĕмĕтлĕ пулма хистет, хăюлăха çирĕплетет. Эпир Раççейе, Чăваш Республикине,  хамăрăн тăван çĕре хытă юрататпăр. Сывă пултăр яланах Раççей, Чăваш Ен спорчĕ!», - тесе çирĕппĕн каланă Пуçлăх Михаил Игнатьев. Паллă хоккеист Владислав Третьяк Чăваш Ен халăхне спортра çитĕнӳсем суннă. «Калама çук чаплă та хăтлă Спорт керменĕ. Ку хаклă парне пуриншĕн те. Раççей яланах спортпа туслă пулнă, пулать те. Тĕнчере пĕр çĕршыв та пирĕн чухлĕ спорт мероприятийĕсене ирттермен. Эпир хамăра спортпа туслă пулнине çирĕплетсе паратпăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине тĕпе хурса пурăнатпăр. Шансах тăратăп, çак Пăр керменĕнче ăста та паллă спорт çăлтăрĕсем çитĕнессе. Тĕнче шайĕнче ирттерекен ăмăртусенче Раççей, Чăваш Ен чысне çултен-çӳле çĕклессе те ĕненетпĕр», - тенĕ сумлă хăна. «Чăваш Ен Пуçлăхне çакăн пек пысăк парне туса панăшăн уйрăмах пысăк тав. Хоккей – наци вăййи. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хоккей выляма ăста. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе спорта юратнине çирĕплетет», - тесе каланă 20-мĕш ĕмĕрти паллă хоккеист. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова çак кермен Чăваш Ене çĕнтерӳсем патне ăнтăлма хистенине каланă. Ирина Слуцкая хăйĕн сăмахĕнче илĕртӳллĕ Спорт керменĕ унăн чунне хавхалантарса янине, ăна вăл ылтăнпа танлаштарнă, пурнăçра кунтан хакли нимĕн те пулма пултарайманнине асăннă. Хăй вăхăтĕнче вĕсем кун пек керменсем пирки ĕмĕтленнĕ çеç, халĕ вара ачасене спорта çӳреме пур условисем те пур. Чун ыйтнипе куллен спорта халалласа хамăрăн пурнăçа илемлĕрех тума тăрăшмаллине палăртнă. Чăваш Енре пурăнакансен пуласлăхĕ çав тери пысăк пулнине палăртса хăварнă. «Пурин те тăрăшса вĕренмелле, ĕçлемелле, ун чухне пĕтĕмпех мĕн ĕмĕтленни пурнăçланĕ. Шанатăп, пулас çăлтăрсем çитĕнессе», - тесе хăй савăнăçĕ пирки пĕлтернĕ паллă спортсменка.   Владимир Асеев хăйĕн сăмахĕнче Атăлçи федераллă округра спорт ăмăртăвĕсене чи нумай ирттернине каланă. Çитес çулта кунта «Кубок Третьяка» спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме калаçса килĕшни пирки ырă хыпара пĕлтернĕ.  «Чăваш Енре хоккей хăйĕн авалхи йăли-йĕркине тытса пырать. Çакăн пек Чăваш Ен Пуçлăхĕпе регионта хоккей пуласлăхĕ пирки пĕре те иккĕленместпĕр», - тенĕ Владимир Асеев. Владислав Третьяк тата Владимир Асеев 2003 çулта йĕркеленнĕ «Спартак» ушкăна Раççейре çамрăксем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ ятпа Кубок парса чысланă. Торжествăлла пай вĕçленнĕ хыççăн, «Алиса в стране чудес» шоу иртнĕ. Куракансене кашни хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарса савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ. Эпир, Чăваш Республикинче пурăнакансем, Пăр керменĕллĕ пултăмăр.  Вăл пире яланах хапăл туса кĕтсе илĕ. Тĕплĕнрех

 



04 июня 2015
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter