«Раççей законодательствинчи çитменлĕхсем» Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Кооператив университечĕн Шупашкарти филиалĕнче В.Н.Кудрявцев академика асăнса  Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практикăн 8-мĕш конференцине хутшăннă. Мероприятине уçнă май, Шупашкарти Кооператив институчĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев хăйĕн сăмахĕнче вĕсен базинче çакнашкал мероприятине иккĕмĕш хут ирттернине каланă. Пĕрремĕш конференци 2010-мĕш çулта пулса иртнĕ. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ятарлă материалсен пуххине, тĕрлĕ статьясем пичетленнине пĕлтернĕ. Ку хутĕнче те паллă пулăм пухăннисемшĕн усăллă пулассине каланă. Раççей тата ют çĕршыври малта пыракан наука центрĕсемпе тата та анлăрах çыхăнусем çирĕпленессине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллă пулăм регионшăн историлле самант пулнине каланă. «Преподавательсемпе студентсемшĕн уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ конференци. Юристсем яланах тĕрлĕ енчен хăйсен шухăшне палăртма тăрăшаççĕ. Тавлашусем те сахал мар. Пурнăç хăвăрт ылмашăнса пырать, çавăнпа та вĕсем саккунри çĕнĕлĕхсене пăхса ĕлкĕрейменни те куç кĕретех. Совет самани хыççăн саккун йĕркисене пĕтĕмпех çĕнетмелле пулнă. Халĕ Раççейри кашни регионта Раççей Федерацийĕн саккунĕсене тĕпе хурса хăйне майлă саккунсем кăлараççĕ. Ку чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл паянхи конференцире эффективлă сĕнӳсем пулассине палăртнă. Икĕ кунлăха пыракан наукăпа практика конференцине Раççейри паллă ăсчахсем килсе çитнĕ, кашни хăйĕн пуян опычĕсем пирки каласа пама тăрăшĕ.  Пухăннисем ытларах теори енĕпе çыхăннă тата ытти ыйтусене сӳтсе явĕç. Тĕплĕнрех



04 июня 2015
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter