Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кунӗ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв тӗнчере пурӑнакан кашни ҫыншӑнах экологи хӑруш­сӑр­лӑх­не сых­ласа хӑварас тӗлӗшпе вӑл хӑй мӗн туни пирки тепӗр хут шухӑш­ла­са ил­ме пулӑшакан лайӑх мел.Ҫӗр планета пуласлӑхӗ пиртен кашниех ҫут ҫан­талӑка типтерлӗ упрама тӑрӑшнинчен килет.

Чӑваш Республикинче тавралӑха сыхласси, производство сферинчи экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстересси, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курасси ҫине пысӑк тимлӗхпе  пӑхатпӑр.

Сывлӑш пахалӑхне, вӑрмансемпе шывсен тата тӑпрасен тӑрӑмне ту­­хӑҫ­­лӑн тӗрӗслесе тӑрасси йӗркеллӗ пурнӑҫланать, ҫут ҫанталӑкпа усӑ кур­малли майсем лайӑхланаҫҫӗ. Ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсен паха гено­фон­дне сыхласа хӑварас тӗллевпе экологи тата культура хаклӑхӗпе па­лӑрса тӑракан ҫут ҫанталӑка уйрӑмах сыхламалли территорисемпе пат­­­шалӑхӑн ҫут ҫанталӑк заказникӗсене йӗркеленӗ.      

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре ҫамрӑксен экологи юхӑмӗсем хастар­лӑн аталанни савӑнтарать. Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесе эпир экологи лару-тӑ­рӑвне палӑрмаллах лайӑхлатма пултарасси, тӑван енри ҫут ҫанталӑка килес ӑру­сем валли тивӗҫлипе сыхласа хӑварасси пирки пӗрре те ик­кӗленместӗп.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                     М. Игнатьев

 



05 июня 2015
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter