"Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн тăваттăмĕш кăларăмĕ эфира тухать

Июнĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн тăваттăмĕш кăларăмĕ эфира тухать.

Ку хутĕнче программăн тĕп теми - Чăваш Республикинче шкулчченхи вĕренỹ системине çĕнетесси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ телекуравçăсене регионти демографи лару-тăрăвĕ, çĕнĕ ача-сачĕсем туни, республикăри шкул çулĕчченхи вĕренỹ системипе унăн çывăх вăхăтри пуласлăхĕ çинчен каласа парĕ.

Тăваттăмĕш кăларăма 2015 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче регионти "Россия-24" телеканалпа 19 сехет те 30 минутра тата Чăваш наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра пăхма пулать.



05 июня 2015
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter