Черетлĕ кăларăм - çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче

«Чувашия» ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕ тата «Советская Чувашия» хаçат Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе ирттерекен «Пирĕн республика. Тĕп тема» телепрограммăн тăваттăмĕш кăларăмĕн премьери эфира çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче тухать.

Хальхинчи тĕп тема - Чăваш Республикинчи шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парассинчи модернизаци тытăмĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионри демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарать, çĕнĕ ача сачĕсем хута кайни, шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парассинчи çĕнĕлĕхсем тата малашнехи тĕллевсем пирки каласа кăтартать.

Телепрограммăн тăваттăмĕш кăларăмне çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Россия-24» телеканалăн регионри эфирĕнче 19 сехет те 30 минутра, Чăваш Наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра курма пулать.



08 июня 2015
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter