Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан тата ӑшшӑн саламланине йы­­шӑн­са­мӑр!

Сирӗн ӗҫӗр кирек хӑҫан та чи ҫынлӑхлисен тата яваплисен шутӗнче. Эс­ир пат­шалӑхран уйрӑмах тимлӗхпе пулӑшу кӗтекен ҫын­се­не пу­лӑ­ша­тӑр. С­и­рӗн евӗк­лӗхӗре тата ырӑ кӑмӑлӑра пула ветерансемпе ну­май ачал­лӑ ҫемье­сем, хев­тесӗрсемпе сахал тупӑшлӑ ҫынсем кирлӗ пулӑшӑва вӑхӑтра илсе тӑ­раҫҫӗ.

Чӑваш Енре 400 пин ытла ҫын социаллӑ пулӑшупа усӑ курать. Тӑван т­ӑ­рӑхра пурӑ­на­кансем ыйтнипе республи­ка Правительстви кӑҫалхи ҫӗртме уйӑ­хӗн 1-мӗ­шӗн­чен тытӑнса «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажне икӗ ҫул ҫу­рӑна ҫити ча­картрӗ. Ҫак йышӑну ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн нумай ҫул хушши тӑ­рӑш­са ӗҫленӗ тата 10 пин ҫынна ветерансене тивӗҫекен ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма май туса па­рать. Нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫине уйрӑмах пысӑк тим­лӗхпе пӑхат­пӑр, вӗсен шучӗ юлашки 5 ҫулта 25 процента яхӑн ӳсрӗ.

Ресубликӑра ватӑ ҫынсемпе сусӑрсен пурнӑҫ пахалӑхне ла­йӑх­латма тата вӗ­сен со­циал­лӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтермелли шая ӳстерме пу­лӑ­шакан ҫӗнӗ со­циаллӑ проектсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсен шу­тӗнче – «юридически кли­­никӑсем», тухса ҫурей­мен граждансем валли ӗҫлекен килти интернет-клуб, «Аслӑ ӑру универ­ситечӗ», реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсен прокат пун­к­чӗ, «Пӗр­лехи диспетчер служби».

Ҫамрӑксене ырӑ кӑмӑллӑ тата хӗрхенӳллӗ пулма вӗрентсе ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан ветерансене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗ калатӑп.  

Хисеплӗ социаллӑ ӗҫченсем, ырми-канми ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп, сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене чун-чӗререн ҫирӗп сыв­лӑх, мӗнпур ырӑ ӗҫ­ре ҫи­тӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                       М. Игнатьев



08 июня 2015
07:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter