Республикăри сахал тупăшлă çемьесем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн республика тивĕçтерекен субсидипе вăхăтра туллин усă кураççĕ

 Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ирттернĕ. Ĕçе тытăниччен чи малтан Михаил Игнатьев планеркăна пуçласа Чăваш Республикин çĕнĕ прокурорĕ Сергей Легостаев  хутшăннине пĕлтернĕ. Кăçал утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн ылмашăнакан çĕнĕ тарифсемпе Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин  ертӳçи  Альбина Егорова паллаштарнă. Ăшă энергипе тивĕçтернĕшĕн тариф хакĕ 8,8 процент чухлĕ хăпарать, сивĕ шывшăн – 11,8 процент ӳсет, Раççейри пĕтĕмĕшле тарифсен хакĕсемпе танлаштарсан кăтарту пĕрре те хăпарманни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Çĕнĕ Шупашкарпа Лапсар ял тăрăхĕн представителĕсем хăйсем патĕнче коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн хаксем республикăрипе танлаштарсан, кăштах ӳснине каланă.  Альбина Егорова хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче тарифсен хакĕсем  пур-пĕрех Атăлçи федераци округĕнчи  регионсемпе танлаштарсан пĕчĕк пулнине асăннă, çакнах Чăвашстат та çирĕплетнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакан сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн укçа-тенкĕпе саплаштарма республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрнине асăннă. «Тĕнчере çăмăлах мар лару-тăру пулнине кура, кăçал Чăваш Республикин бюджетне сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кӳме пурĕ 273,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, çак кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20,9 процент чухлĕ ытларах. Пур çемье те пулăшупа вăхăтра усă курать», - тенĕ Пуçлăх. Кăçал кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕччен  асăннă пулăшăва 15 пин те 885 çемье ус курнă. Пĕр çемьене вăтамран пĕр пин те тăватçĕр вун ултă тенкĕ те тăхăр пус куçать. Ку енĕпе те укçа-тенкĕн калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20,6 процент чухлĕ ӳсни куçкĕретех.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакан кашни тăваттăмĕш çын асăннă пулăшупа усă курнине çирĕплетсе каланă. Халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Наталья Тараканова тĕплĕн паллаштарнă, республикăра лару-тăру аван пулнине палăртнă. Ĕçсĕрлĕх хисепĕ чакса пыни пурне те савăнтарать. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне республикăра 4679 çынна ĕçсĕррисен хисепне кĕртнĕ. Атăлçи федераци округĕпе илсен кăтарту пĕчĕк - регион 3-мĕш вырăнта тăрать. Ку чи пахи. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçсĕррисен хисепне чакарассипе малалла та эффективлă ĕçлесе пыма хушнă. Канашлура  Чăваш Республикине инвестици явăçтарас ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Федерацин Çул-йĕр агенствипе килĕшӳ тунă ĕç хутне пурнăçласа республикăри çулсене юсаса сарма хушма 191 млн.тенкĕ куçасси пирки пĕлтернĕ Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлаканĕ  Влалдимир Степанов. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Евгений Юшин  хăйĕн докладĕнче усал хыт каяшсене Çĕнĕ Шупашкарта тирпейлеме проекта, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов Шупашкарта «Этническая Чувашия» программăсене пурнăçлама федераци хыснинчен укçа-тенкĕ куçарасси пирки пĕлтернĕ.



08 июня 2015
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter