Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарта «Акатуй -2015» ĕçпе юрă тата спорт уявне хутшăннă.

Çĕртме уйăхĕн  6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарта «Акатуй -2015» ĕçпе юрă тата спорт уявне хутшăннă. Ял ĕçченĕсене уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа саламланă май, Михаил Игнатьев Вăрнар районĕ хăйĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, пултаруллă çыннисемпе пуян пулнине каланă. Пухăннă çĕр ĕçченĕсене, ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансене пурне те ырă та пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. «Сирĕнтен кашни тăван кĕтес ырлăхĕшĕн иксĕлми вăйне хурса ĕçлет. Тăван çĕре пĕтĕм чунтан хисепленĕшĕн таймапуç сире», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хăйĕн сăмахĕнче Пуçлăх Вăрнар районĕн пысăк пуласлăх пуррине асăннă. Муниципалитет лайăх аталанса пырать. Кунта пурăнакансене валли кирлĕ пек пур услови çителĕклĕ пулнине асăрханă. Çакăн пек ырă ĕçсене пурнăçлама федераци, республика, муниципалитет программисене пурнăçа кĕртсе пынă. Социаллă инфратытăм, сывлăх сыхлавĕпе  вĕренӳ, çурт-йĕр таврашĕсене тирпейлени, çулсене сарни – çаксем  шăпах та лайăх ĕçсене çирĕплетеççĕ. Районта аш-какай тирпейлесе кăларакан предприяти курăмлă ĕçлет. Таварсене Раççей халăхĕ кăна мар, ют çĕршывсем те хапăл туни куçкĕретех. «Республикăра пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатассипе лартнă пур тĕллевсене  пурсăмăр та пĕрле утăм хыççăн утăм туса пурнăçлăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăрнарсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Август» АХП филиалĕн директорĕ Владимир Свешников та саламланă. Уява пухăннисене Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Савăнăçлă лару-тăрура, ял ĕçченĕсене пысăк çитĕнӳсемпе ĕçленисене, патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракан Анатолий Романов тата «Агрофирма «Санары» ТМЯО тимлекен тракторист Алексей Шашков тивĕçлĕ пулнă. Чи лайăх культура учреждени конкурсра çĕнсе илнĕ Ермошкинăри клуб заведующийĕ Надежда Лаврентьева 50 пин тенкĕлĕх сертификата илнĕ. Район ĕçченĕсене ял тăрăхĕнче çурт-йĕр туянма е лартма свидетельствăсем парса хавхалантарнă. Ял хуçалăхĕнче  пуçласа ĕçлеме тытăннисене ятарлă программăпа килĕшӳллĕн сертификатсем панă. Ялта пурăнма çурт-йĕр лартма Свидетельствăна тивĕçлĕ пулнă Оксана Давыдова хăйĕн сăмахĕнче вĕсен çемьишĕн чăннипех те пысăк уяв пулнине каланă, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чĕререн тав тунă, ял ĕçченĕсене хисепленĕшĕн ырланă. Савăнăçлă уявра Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ ята илнисене  удостоверенисем парса чысланă. Маргарита Афанасьева çак хисеплĕ ята ĕç стажне пĕчĕклетнине кура, тивĕçнĕ. Вăл çакăн пек йышăy тунăшăн Чăваш Ен Правительствине мухтаса чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Михаил Игнатьев уяври куравсене пăхса çаврăннă, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе паллашнă, чăвашсен апат-çимĕçне хакланă. «Çак илемлĕхе упраса ламран лама куçарса пырса, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пымалла», - тенĕ Пуçлăх.  Уяв хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕрлесе тăнă, пурне те савăк кăмăл парнеленĕ, хастаррисем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.

 Тĕплĕнрех



08 июня 2015
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter