«Çĕнĕ хула» проекта пурнăçа кĕртесси приоритетлă пĕлтерĕшлĕ

«Çĕнĕ хула» проекта пурнăçа кĕртесси приоритетлă пĕлтерĕшлĕ Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта ĕçлĕ визитпа пулнă. Пурăнмалли çурт-йĕрсен ăшчиккипе паллашнă. Кунта объектсем çинче «ИСКО-Ч» АУП тăрăшать. Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительство членĕсемпе, Шупашкар хула ертӳлĕхĕпе, строительство организацисен ĕçченĕсемпе канашлу ирттернĕ. Ĕçе тытăниччен, канашлăва пуçланă май, Михаил Игнатьев çынсене пурăнмалли çуртсене микрорайона хута ярасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнине каланă. ««Çĕнĕ хула» проекта пурнăçа кĕртессипе сиксе тухакан ыйтусене вăхăтра татса парас тĕлĕшпе, куллен тĕл пулса калаçатпăр. Пур кăлтăка та вăхăтра сирсе яма тăрăшатпăр. Енчен те çак района пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерсен, малашлăхра тен Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем пĕрлешĕç те», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех куна çулсерен 100 пин тăваткал метр патнелле пурăнмалли çурт-йĕрсем çĕкленессине каланă. Юлашки çулсенче çĕршывра çăмăлах мар экономика лару-тăрăвне кура, хваттер туянас ыйту та çивĕчленсе пырать. Патшалăх халăха пулăшас тĕллевпе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварать. Михаил Игнатьев строительство организацийĕсене патшалăх йĕркелесе пыракан программăсене активлăрах хутшăнма сĕннĕ. Калăпăр, тĕслĕх вырăнне «ИСКО-Ч» АУП илсе кăтартнă. Вĕсем Раççей çемьисене хваттерсем текен программăна хутшăнса 10 пин тăваткал метр экономкласлă хваттерсем çĕклесе лартма тĕллев лартнă. «Эпир çакăн пек çуртсене хута ярас программăна регионсенчен чи пĕрремĕшĕ тивĕçлĕ пулнă. Пулăшăвĕ те куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Канашлура районта ача садне, шкул, инфратытăма аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă. Пурăнакансене валли пур услови те çителĕклĕ пултăр тесен, пухăннисене яваплăха туйса ĕçлеме хушнă, уйрăмах хула влаçне хытă тимлĕх уйăрма каланă . «Çĕнĕ хула» проекта 2007 çулта хута яма тытăннă. Çак тапхăрта кăлтăксем те пулман мар. 2011 çулта Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе çĕнĕ организацисем ĕçе малалла тăснă. Халĕ кунта «Монолитстрой» ТМЯО, «Инкост» АУП тата «ИСКО-Ч» АУП вăй хураççĕ. Паянхи куна пурĕ районта нумай хваттерлĕ 19 çурт йĕркене кĕртсе çĕклесе лартнă, хваттерсенче пĕтĕмпе 1171 çын пурăнать. Малашлăхра çак территоринче пурăнмалли 151 çурт хута яма палăртса хунă, вĕсенче 43,5 пин çын пурăнса хăйсен кăмăлне тултарĕ. Инфратытăма çителĕклĕ таран аталантарма тĕллев лартнă. Пĕр сăмахпа каласан ытти хуласенчи центрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмĕ. Тĕплĕнрех



09 июня 2015
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter