Михаил Игнатьев Федераци патшалăх статистика службин Атăлçи федераци округне кĕрекен территорири органĕсен ертӳçисен регионти Канашĕн ĕçне хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Федераци патшалăх статистика службин Атăлçи федераци округне кĕрекен территорири органĕсен ертӳçисен регионти Канашĕн ĕçне хутшăннă. Михаил Игнатьев Федераци патшалăх статистика службин Атăлçи федераци округне кĕрекен территорири органĕсен ертӳçисен регионти Канашне, Росстат ертӳлĕхне  çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине Чăваш Республикинче ирттерме шаннăшăн тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, пухăннисене çывхарса килекен Статистика ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламланă. Паллă уяв çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Статистика органĕсемпе регионсенчи патшалăх власть органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту -   2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленесси. «Статистика пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсем власть органĕсемпе муниципалитетсен кулленхи ĕçĕнче кашни ыйтупа  тĕрĕс йышăнусем тума пулăшаççĕ. 2016 çулта Раççейре ял хуçалăх çыравне ирттерме хатĕрленесси тата ирттересси  тĕп вырăнта. Çак асăннă пулăма пирĕн пысăк шайра йĕркелесе ирттересчĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Икĕ кун пыракан ларăва сумлă хăнасем – Росстат ертӳçин çумĕ Константин Лайкам, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномичиллĕ представительствин тытăмĕнче экономикăпа социаллă ыйтусемпе ĕçлекен департамент пуçлăхĕ Сергей Козлов тата ытти хăнасем  килсе çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле канашлу ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Федераци патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертӳçи Эльвира Максимова пулнă. Аса илтеретпĕр: Çырав çĕршывра юлашки хут 2006 çулта иртнĕ. Вăл ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле ӳкерчĕке курма тата тивĕçлĕ йышăнусем тума пулăшнă. Тĕплĕнрех



09 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter