Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Муркашра VIII Пуçлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Муркашра Пуçлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Кăçал ăна саккӑрмĕш хут йĕркелесе ирттернĕ. Асăннă мероприятие çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн  секретарĕ Николай Малов хутшăннă. Михаил Игнатьев районсемпе хуласен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламланă. «Кашни район пĕр-пĕринчен йăла-йĕркепе, пуян культурăпа уйрăлса тăрать. Эпир пĕрле тăрăшса ĕçлесен халăх пурнăçне лайăхлатма пултарăпăр», - тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Ăнăçлă ĕçлени кăтартусенче те курӑнать. Паянхи куна республикăра халăхăн кĕтекен пурнăç тăршшĕн çирĕп ӳсĕмне шута илнĕ. Вăл - медицинăпа демографи лару-тăрăвĕн тĕп характеристики. Чăваш Енре вăтамран палăртакан çын юлашки виçĕ çулта 2,3 çул ытларах пурăнма пуçларĕ, пурнăçăн кĕтекен вăтам тăршшĕ вара 71 çулпа танлашрĕ. Республикăра вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен шучĕ 2010 çултан пуçласа 18,5 процент чухлĕ ӳсрĕ. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процента çити пысăкланнă. Паян Чăваш Енри кашни вун пиллĕкмĕш çемье виçĕ тата ытларах ача пăхса çитĕнтерет тата çакă нормăна кĕрсе пырать. Пухăннă ĕçтешсем хушшинче тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. «Паттăр пуçлăх» номинацире тупăшса çĕнтерӳçĕ ятне Патăрьел райо­нĕнчи Ҫӗньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Самарин тивĕçнĕ. Хутăш эста­фетăра - ишессипе, чупассипе тата велосипедпа ҫӳрессипе - Шупашкар хулин командине çитекенни пулман.  «Сывлăм пур чухне çулса юл» номинацире Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов чи маттурри пулнă. Куракансен кăмăлне ытларах Шупашкар хула пуçлă­хĕ Леонид Черкесов тыткăнланă. Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăм­лăх органĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе çитĕнӳсемпе палăрнă Элӗк район администрацийĕн пуçлăхĕн пӗрремӗш çумне Лидия Ни­китинӑна «Вы­рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫле­нӗшӗн» Мухтав палли парса чысланӑ. Савӑнӑҫлӑ пай вĕçленнĕ хыççăн уш­кăнсем хушшинче волейболла выляссипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Паян, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, финал вăййисем иртĕç. Тĕплĕнрех

 



01 июля 2015
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter