Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче маршутка автобусĕпе çул çинче инкеке лекнĕ çынсене медицина пулăшăвĕпе туллин кирлĕ пек мерăсем йышăнса тивĕçтерме хушнă

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьева Çĕрпӳ районĕнчи Çĕнĕ Катек  ялĕ çывăхĕнче 17 сехет те 20 минутра маршуткăпа КИА автомашина çапăннине пĕлтернĕ. Телее, вилекенсем пулман. Çийĕнчех сывлăх учрежденине пулăшу илме 19 çынна, вĕсенчен 9-шне больницăна вырнаçтарса хăварнă. Михаил Игнатьев инкеке лекнĕ çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернин ыйтăвне хăй çирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрне Алла Самойловăна сусăрланнă çынсене медицина пулăшăвĕпе эффективлă, вăхăтра тивĕçтерме хушнă. Ытти службăсене çул çинчи пăтăрмахшăн айăплисене явап тыттарма  хушнă.



10 июля 2015
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter