Патăрьел районĕнче Шăнкăртам салинче мичĕтре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев имампа тата кĕлĕ çӳртне çӳрекенсемпе тĕл пулнă

 Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче Шăнкăртам салинче мичĕтре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев имампа тата кĕлĕ çӳртне çӳрекенсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулăва унпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, Тĕп регионăн тата Чăваш Енĕн Мускаври муфтийĕ Альбир-хазрат Крганов, Чăваш Республикинчи мусульмансен управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ Мансур Хайбуллов хутшăннă. Альбир-хазрат Крганов хăйĕн сăмахĕнче: «Михаил Игнатьев тĕрлĕ наци çыннисем тата тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем хушшинче пĕр-пĕрне хисеплеме, пĕртан диалога тĕп вырăна хума кирлине шута илекен хутлăх йĕркелес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлать.  Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăха пулăшу кӳрет. 2011 çулта пуçласа Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççей шайĕнче Сабантуй иртрĕ. Ун чухне Тутарстан тата Пушкăртстан Республикисемпе Чăваш Ен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ халăхсен культура проекчĕсем вăй илсе пыраççĕ. Нацисем хушшинчи политика ыйтăвне тытса пырас ĕç кирлĕ пек шайра пулса пырать», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев мăсăльмансене çывхарса килекен Рамадан уявĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, пĕр-пĕрин хушшинче яланах ăнланăва тытса пыма суннă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума регионсенче обществăлла политика лару-тăрăвне лайăх тытса  пыма тĕллев лартать. Çакă, шăпах та кашни çемьере ырлăха хуçалантарма май парать», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Федераци шайĕнче Чăваш Енре пулса иртекен ĕçсене пысăк хак панине аса илсе хăварнă регион ертӳçи. Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхне лайăхлатнипе чи вăйлă ĕçлекен 10 регион шутне кĕнĕ. «Пирĕн тĕллев – малашне ĕçе çирĕп пурнăçласси. Пур халăх та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса пурăнни паха. Демографи лару-тăрăвĕ регионта лайăхланса пыни – эпир тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнине çирĕплетет. Патшалăх политики те республикăра çак килĕшĕве тытса пыма тĕллев лартать», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



11 июля 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter