Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе – манӑн пӗтӗм чунтан са­ламланине йышӑнсамӑр!

Раҫҫей почти вӑл – Раҫҫей Федерацийӗн стратегилле предприятийӗсен йышне кӗрекен, почта ӗҫӗсене федераци шайӗнче пурнӑҫлакан опе­ратор. Эс­ир ҫӗр­шы­вӑмӑрӑн тата Чӑваш Ре­с­публикин социаллӑ пурнӑҫпа эконо­микин ата­­ла­нӑв­не пи­­тех те пысӑк тӳпе хы­ватӑр. Почта сферинче тӑрӑшакан пин-пин ҫын ӗҫӗнчен пи­рӗн граждансен пу­р­нӑҫ пахалӑхӗ те килет. Экономикӑри кӑт­кӑс ла­ру-тӑрӑва пӑхмасӑр, Раҫҫей поч­тин Чӑваш Енри фи­лиалӗ хӑйӗн уй­рӑ­мӗсен тытӑмне сы­х­ласа хӑварчӗ, ҫак кун­сенче вара вӑл Аль­кеш посело­кӗн­че ҫӗнӗ почта офисне уҫать. Почта тытӑмне пу­ла пирӗн респуб­ли­кӑн чи инҫет­ри кӗте­сӗнче пурӑна­кан­сем те ку чухнехи ҫы­хӑ­ну каналӗ­семпе, почта пулӑшӑ­вӗпе тата фи­нанс енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе пӗр чӑр­мав­сӑрах усӑ курма пул­тараҫҫӗ.

2014 ҫулта республикӑри почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсем урлӑ 12,5 мил­ли­он ҫы­ру, бандероль тата посылка иртнӗ, 7,2 миллион тен­кӗлӗх тӗ­р­лӗ тӳлев йы­­­шӑн­нӑ, 4 миллиона яхӑн пичет кӑларӑмне вӗсене ҫырӑн­са иле­кен­сене ҫи­тер­­се панӑ. Почтальонсем тивӗҫлӗ канури 144 пин ҫынна кашни уйӑх­рах пен­си ук­ҫипе тивӗҫ­терсе тӑраҫ­­ҫӗ. Ҫак цифрӑсем Чӑваш Респуб­ли­кинче пурӑ­на­кан­сем Раҫҫей поч­тин ӗҫне, унӑн шан­чӑк­лӑх­не та­та пысӑк па­халӑхне пула, чӑн­­нипех кӑмӑл­ла­са йышӑннине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Эпӗ мӗнпур почтальонпа оператора, сортировщикпа водителе, по­­ч­та ҫы­хӑнӑвӗн тӗрлӗ шайри специалисчӗсене кӑткӑс та пи­тӗ явап­­лӑ ӗҫӗшӗн чун-чӗре­рен тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫемйӗр­сене пӗтӗм чунтан ҫи­рӗп сыв­лӑх, ырлӑх, поч­та ӗҫӗнче ҫӗнӗ ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем тума ик­сӗлми вӑй-хал су­на­тӑп.

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗcене

вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                                                М. Игнатьев   

 



11 июля 2015
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter