Михаил Игнатьев «Агрофирма «Корма» ТМЯО çитсе килнĕ, хуçалăх ĕçĕпе паллашнă

Паян Патăрьел салинче Михаил Игнатьев «Агрофирма «Корма» ТМЯО çитсе килнĕ, хуçалăх ĕçĕпе паллашнă. Кунта хуçалăх сухан, çĕр улми лартса çитĕнтерессипе питĕ лайăх ĕçлет. Ертӳçĕ Иван Владимиров хăйĕн сăмахĕнче хуçалăхра 2015 çулта 543 га çĕре тирпейленине асăннă. Пĕрчĕллĕ пăрçа йышши культурăна 380 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварнă. Çĕр улмине те кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах лартса хăварнине палăртнă. «Иккĕмĕш çăкăр» хуçалăхра 70 гектар йышăнать, сухана 5 га, ӳсен-тăран культурине  88 гектар çинче акса хăварнă. Халĕ хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ – выльăх апатне хатĕрлесси. Нумай çул ӳсекен курăна хуçалăхра 33 гектар çинче çулса тирпейленĕ, утă - 70 тонна, сенаж- 400 тонна хатĕрленĕ. «Çĕр ĕçченĕсем хальхи пурнăçпа тӳр килекен технологине пăхăнса, çĕнĕ техникăпа усă кураççĕ. Кăнтăр районĕсем кăçал типĕ çанталăка пула, инкек тӳсрĕç. Çумăрĕ тин çеç  пирĕн тăрăха çаврăнса çитрĕ. Çĕр улмин тымарне тĕрĕслерĕмĕр, нӳрĕк пур, вăхăтра çимĕçе купаласа хăварни, вĕсене типпе юлассинчен çăлса хăварнă», - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех  

 



11 июля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter