Ялта пурăнакансене пулăшупа патшалăх малашне те туллин тивĕçтерĕ, вĕсен пурнăçĕ хуларинчен нимĕнпе те кая ан юлтăр тесе, кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшĕ

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Çĕнĕ Ахпӳрт салинче Трифоновсен çемьипе паллашнă. Çак çемье 2014 çулта федераци программипе килĕшӳллĕн, çурт-йĕр хăпартса лартма социаллă пулăшăва тивĕçнĕ. Çемье пуçлăхĕ Михаил Валерьевич тракторист, мăшăрĕ Елена Николаевна ялти  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта учитель пулса вăй хурать. Çуртра асăннă çемье хăйсене кирлĕ пек пур услови те тунă. Харпăр хăй хуçалăхне те лайăх тытса пыраççĕ. Пĕр гектар çĕр çинче тухăçа туллин пухса илеççĕ. Икĕ ывăлне мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса пынă, 14 çулхи Илья тата 8 çулхи Дима килте ашшĕ-амăшне пулăшмаллине лайăх ăнланаççĕ.     «Ялта пурăнакансене пулăшупа патшалăх малашне те туллин тивĕçтерĕ, вĕсен пурнăçĕ хуларинчен нимĕнпе те кая ан пултăр тесе, кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, çак Трифоновсен çемьине юратура, килĕшӳре, пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнма суннă.  Асăннă çемье республика ертӳлĕхне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Вĕсемшĕн çурт-йĕр ыйтăвне татса пама самаях пулăшу пулнине пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр, «Ялсене аталантарса пырас» программăна пурнăçа кĕртме федераци хыснинчен республикăна субсиди валли 1 млрд. 520 млн тенкĕ уйăрнă. Программăпа килĕшӳллĕн, ялсенче пурăнакан 4 пин те 483 çемьене пулăшупа тивĕçтерме те ĕлкĕрнĕ. Тĕплĕнрех



11 июля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter